Малаялам Википедийĕ

2002

Малаялам Википедийĕ
Малаялам Википедин логотипĕ
URL: [http:// ml.wikipedia.org/ ml.wikipedia.org]
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): малаялам
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2002 çулхи раштавăн 21-мĕшĕ
Хальхи статус: Ӗçлет, аталанса пырать
Логотип Викисклада Малаялам Википедийĕ Викиампарта

Малайлам Википедийĕ (малаялам മലയാളം വിക്കിപീഡിയ) — Википедин малаялам чĕлхипе çырнă уйрăмĕ. 2002 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче никĕсленĕ. Уйрăмра 2009 çулхи чӳкĕн 26-мĕшĕ тĕлне 11,427 статья пулнă. Уйрăмăн «тарăнăшĕ» 218-па танлашать, çак 10000 — 1000000 статья шучĕлле википедисем хушшинче чи лайăххи шутланать. Инди-ари чĕлхисем хушшинче чи пысăкки.

Кун-çулĕ тӳрлет

Малаялам Википедине Винода Менона (Vinod Menon M.P.) студент хистевĕпе 2002 çулхи раштав, 21 туса янă. Икĕ çул хушшинче вăлах тĕп авторĕ шутланать, уйрăм питĕ мăран аталанса пырать. Малайлам уйрăмĕн хутшăнаканĕсем пурĕ те çав тапхăрта Индин Керала штачĕн тулашĕнче пурăнакан малайламсем пулнă. Малайлам чĕлхин unicode-стандарчĕ çукки те ĕç-пуçа чарса тăнă.

2004 çулăн варринелле unicode тата кĕртĕм инструменчĕсем саралаççĕ. Малайлам челхипе блогсеи уçăлаççĕ. Çак хатĕрсене википедие те кĕртеççĕ. Çапла, 2004 çулхи раштав тĕлне статья шучĕ 100 çитет. 2005 çулăн варринелле хутшăнакансем те пуçтарăнаççĕ, 2005 çулхи авăнра пĕрремĕш администратор ĕçе йышăнать. Тепĕр уйăхран вăл бюрократ пулса тăрать, çапла ĕнтĕ, çак уйрăм хăй тĕллĕ тытăмлă пулса тăрать.

2006 çулхи акан 10-мĕшĕнче 500-мĕш статья тулать; авăнра 1000 çитет. 2007 çулхи кăрлач, 15 — 2000 тата çĕртмен 30-мĕшĕнче — 3000 статьяна çитет.

Статья шучĕ ӳснĕ май пахалăхне хăпартма тăрăшнă. Уйрăм 10000 статья чиккине çĕртмен 1-мĕшĕнче иртсен, пичетре тата онлайн-хаçатсем çакăн пирки çырнă[1][2][3][4][5][6][7][8][9][10][11].

Сумлă çăлкуçем тӳрлет

Малаялам Википеди пирки çыракан пысăк МХХ пĕрремĕшĕ кашни кун тухакан Mathrubhumi хаçат. 2007 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче хăйĕн Sunday Supplement пайĕнче вики çинчен статья тухать[12].

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ A milestone for Malayalam Wiki (English), The Hindu (11th June, 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009.
  2. ^ Mathrubhumi print edition, June 1, 2009
  3. ^ Joseph Antony. 'മലയാളം വിക്കി'ക്ക് പതിനായിരത്തിന്റെ നിറവ് (Malayalam), Mathrubhumi Online Edition (01 June 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009.
  4. ^ "ഇവിടെ ക്ലിക്ക് ചെയ്യുക” Kerala Kaumudi print edition 4th June, 2009
  5. ^ Asianet News, June 1, 2009
  6. ^ മലയാളം വിക്കിപീഡിയയില് 10000 ലേഖനങ്ങള്! (Malayalam), Webdunia (01 June 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009.
  7. ^ മലയാളം വിക്കിയില് 10000 ലേഖനങ്ങള് (Malayalam), TechVidya (01 June 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009.
  8. ^ Anoop P. മലയാളം വിക്കിപീഡിയയില് 10000 ലേഖനങ്ങള് (Malayalam), e-Pathram (03 June 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009.
  9. ^ Siraj Newspaper, Print Edition, 3rd June, 2009, Page 5
  10. ^ മലയാളം വിക്കിപീഡിയ (Malayalam), KottayamVartha (02 June 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009. , June 02, 2009 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Malayalam Wikipedia completes 10,000 article milestone (English), kochivibe.com (02 June 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Юпа уйӑхӗн 2009.
  12. ^ Sunday Supplement, Mathrubhumi, September 2, 2007

Каçăсем тӳрлет