Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович

Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, (1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕ - 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă) — «Чăвашкино» студин йĕркелевçи, режиссёрĕ, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă, тăлмач[1].

Иоаким Максимов-Кошкинский
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович
Çуралнă вăхăт: 1893, авăн, 14
Çуралнă вырăн: Кăнна Кушки ялĕ, Теччĕ районĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1975 çул, çурла, 30
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă, тăлмач.
Гражданлăх:
Театр: Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1933 ç.), РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Иоаким Степанович чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенсенчен пĕри.

1918-1919 çулсенче Хусанта, 1920 çулта Шупашкарта пĕрремĕш спектакльсене лартнă. 1926-1932 çулсенче 7 илемлĕ тата документлă кинохайлав ӳкернĕ. 1932 çултанпа вăл каллех Чăваш патшалăх академи театрĕн ертӳçи вырăнне йышăннă.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Иоаким Степанович çак пьесăсене çырнă: «Хум» (1924), «Сатурпа Илем» (1933), «Атăл кĕввисем» (1933), «К. Иванов» (1950), «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» (1950), «Урнă самана» (1958).

Вăл 10 ытла кĕнеке çырса кăларнă.

Фильмсем тӳрлет

  • «Киремет кати» (1930)[2]

Вуламалли тӳрлет

  1. Сироткин М. Я., Очерк истории чувашской советской литературы, Шупашкар, 1956;
  2. Чувашские писатели, Шупашкар, 1964.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет