Литографи (ав.гр. λίθοςчул тата γράφωçыратăп, ÿкеретĕп) — căрăна лаптак пичет калăпĕнчен пусăнтарса хут çине куçарса пичетлеме май паракан пичет мелĕ.

Эжен Делакруа, Ирĕкри лаша, литографи, 1828

Пичет мелĕ тӳрлет

 
Литографи станукĕ

Якатса хатĕрленĕ чул çийĕнче, ытларах хытă та пĕр пек акшар чулĕ илеççĕ, çуллă литографи карандашĕпе е çуллă литографи тушĕпе малтанхи ÿкерчĕке хатĕрлеççĕ.

Ӳкерчĕке ÿкерсе хатĕрленĕ хыççăн чул çийне кăштах йӳçĕкпе çийентереççĕ. Çийĕнтернĕ вырăнĕсене кăштах шывпа йĕпетеççĕ, анчах вăл вырăнсене литографи сăрри çыпçăнмасть, çуллă ÿкерчĕклĕ вырăнĕсене вара шыв йĕпетейместь, анчах та сăрă çăмăллăнах çыпçăнать.

Литографи чулне литографи станукĕнче хытарса çирĕплетсе майлаштараççĕ. Малтанхи ÿкерчĕкне чулĕ çинчен тасатаççĕ. Унăн вырăнне нÿрĕлетнĕ вырăнĕ çине пĕчĕк валпа хутласа олифлă пичет сăрри хураççĕ, чулăн лешĕ йӳçĕкпе çийентермен ÿкерчĕкпе тĕп-тĕрĕс пулса, ÿкерчĕклĕ вырăнĕсене çех çыпçăнать. Литографи станукĕ сăрăллă литографи чулĕ çине хут таткине тачă çапăнтарса пичетлет. Çапла вара, шурă хут çинче сăрăллă ÿкерчĕк пичетленсе тухать.

Хальхи вăхăтра литографи чулне пур çĕртре те тенĕ пек çăмăлтарах меслетлĕ пулнине кура, çÿхе металл лаптакĕпе улăштарнă.

Литографи мелĕпе усă курнă ÿнерçĕсем тӳрлет

 
Литографи чулĕсем

Çăлкуçсем тӳрлет

  • П.И. Суворов. Искусство литографии. — М.: Искусство, 1952.
  • Дж.Родс. Генри. Литографское искусство. — Л.: Техника и производство, 1928.
  • Коростин А. Ф. Русская литография XIX века. — Л.: Искусство, 1953.
  • Т-во скоропечатни А. А. Левенсон: Ист. очерк и описание мастерских 1881-1903. — М., 1903.

Каçăсем тӳрлет