Лигури, — Генуй кӳлмекĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Италин çурçĕр енчи тăрăхĕ. Лаптăкĕ 5,4 пин км2. 2001 çулта кунта 1 572 пин çын пурăннă. Администраци центрĕ Генуйра вырнаçнă. Лигурийĕн 2/3 пайне Лигури Апеннинĕсем тата Тинĕсçум Альпĕсен ту юпписем йышăнаççĕ. Ытти лаптăкра çĕр пичĕ тĕмĕскеллĕ.

Хуçалăхĕ тӳрлет

Кунта хура тата тĕрлĕ тĕслĕ металурги, машинă тăвакан, карапсем тăвакан ĕç аталаннă. Çавăн пекех ку тăрăхра нефте фракцисене уйăраççĕ, хими, апат-çимĕç, тир промăçлăхĕ аталаннă, цемент туса кăлараççĕ.

Ял хуçалăхĕнче иçĕм, улма-çырла, олива, пахчаçимĕç, чечек ӳстереççĕ. Сăртсем çинче кĕтӳ пăхаççĕ.