Лехит чĕлхисем

Лехит чĕлхисеманăç славян чĕлхисен шутне кĕрекен чĕлхе ушкăнĕ. Ку чĕлхесем хальхи Польшăпа Германин пĕр пайĕнче (Бранденбург, Мекленбург, Померани) сарăлнă.

Distribution of Slavic languages

Хальхи вăхăтра ку ушкăна полякпа кашуб чĕлхисем кĕреççĕ. Малтан çавăн пекех ку ушкăна полабпа (XVIII ĕмĕрте çухалнă) словин чĕлхисем (XX ĕмĕрте çухалнă) кĕнĕ.

Уйрăмлăхсем тӳрлет

Ку чĕлхесем чех, словак тата лужичан чĕлхисенчен çакăнпа уйрăлса тăраççĕ:

  • Авалхи славян чĕлхинчи /ĕ/, /e/, /ę/ малчĕлхе умĕнче /a/, /o/, /ą/, /ǫ/ çине куçаççĕ.
  • Авалхи славян чĕлхинчи /dj/, /gĕ/, /gi/ сасăсем /dz/ [ʒ], /dze/ [ʒe], /dzy/ [ʒy] пулса тăраççĕ.
  • /g/ фонема /h/ çине куçмасть.
  • Сăмсапа калакан уçă сасăсем сыхланса юлнă.

Каçăсем тӳрлет