Ленинград вокзалĕ

Ленинград вокзалĕ — (малт. Николаевский) — Мускавăн 9 чукун çул вокзалĕсенчен пĕри, Мускав-Пассажир чарăнăвĕн терминалĕ, Мускавăн чи ватă вокзалĕ. Комсомол лапамĕнче (виçĕ вокзалсен лапамĕ) вырнаçнă.

Ленинград вокзалĕ

Истори тӳрлет

Вокзал çуртне 1844—1849 çулсенче К. А. Тон архитектор проекчĕпе Петербург-Мускав чукун çулĕ валли туса хунă, пуйăссен куçăмĕ 1851 çулта пуçланнă. Санкт-Петербургри Мускав вокзалĕн çурчĕпе пĕр пекех. С 1856 по 1924 носил название Николаевского вокзала, с 1924 — Октябрьского. 1934 çулта Ленинград вокзалне çĕнĕлетнĕ: билет кассисене анлăлатнă, хыпарлă бюро, почта, телеграф, сберкасса, транзит пассажирĕсен кану пӳлĕмне туса хунă. Патша пӳлĕмĕсенче ачапа амăшĕн пӳлĕмне тунă. 1948—1950 çулсенче шалти пӳлĕмĕсене тепре юсаса çĕнетнĕ, ăшчикне илемлетнĕ. Тепĕр юсавĕ 1977 çулта пулнă. Вокзал çумĕнче, Ярослав вокзалĕ енчен «Комсомольская» кĕмелли павильонĕ вырнаçнă. Ленинград вокзалĕн 10 çул, вĕсенчен 5 инçет пуйăсĕсем вали, 5 – хулаçум пуйăсĕсем валли.

Тĕлĕсем тӳрлет

Ленинград вокзалĕнчен пуйăссем Аслă Новгорода, Мурманска, Петрозаводска, Хельсинкине, Таллинна тата ытти хуласене чупаççĕ. Хулаçум электричкисем Крюково (Зеленоград), Подсолнечная (Солнечногорск), Клина, Конаково, Тĕвере çити каяççĕ

Каçăсем тӳрлет


Мускав аэропорчĕсем, вокзалĕсем
Аэропортсем: Быково | Внуково | Домодедово | Остафьево | Тушино | Шереметьево

Ч/ç вокзалĕсем: Белорус Киев Ленинград Павелец Рига Савăл Хусан Ярослав

Автовокзалсем: Щёлково