Лексикологи (грек. lexis — «сăмах», logos — «вĕрентӳ»), — чĕлхе ăслăлăхĕн сăмахсене тĕпчесе тишкерекен пайĕ. Чĕлхери сăмахсен мĕн-пур йышне лексика теççĕ. Асăннă терминпах сăмах йышĕн уйрăм сийĕсене (тĕслĕхрен., урăх чĕлхерен йышăннă лексика, кĕнеке тата калаçу чĕлхин лексики, стиль тĕлĕшĕнчен нейтраллă лексика тата ыттисем те), пĕр-пĕр авторăн е произведениĕн сăмах йышне (тĕслĕхрен, Ç. Элкер лексики, П. Хусанкайăн «Аптраман тавраш» романĕн лексики, К. Ивановăн «Нарспи» поэмин лексики) палăртма та усă кураççĕ.

Лексикологи пĕр чĕлхе тата пĕр харăс темиçе чĕлхе материалне тĕпчеме пултарать. Çавна кура наукăра уйрăм чĕлхе лексикологийĕ тата пĕтĕмĕшле лексикологи çинчен калама йышăннă. Уйрăм тата пĕтĕмĕшле лексикологисĕр пуçне сăмахсене танлаштаруллă лексикологи те тепчет.

Лексикологи пĕр-пĕр чĕлхен сăмах йышне пур енчен те сăнаса тишкерет. Унăн задачисенчен пĕри вăл — сăмах чĕлхен тĕп единици иккенне кăтартасси, сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕпе вăл палăртакан ăнлав хушшинчи çыхăнусене тишкерсе вĕренесси, сăмах пĕлтерĕшĕсен ушкăнĕсене палăртса тухасси. Лексикологи сăмах йышĕн тĕрлĕ ушкăнĕсем хушшинчи нумай енлĕ çыхăнăвĕссне, сăмахсене уйрăм ушкăнсене пĕрлештерме май паракан паллăсене тупса палăртать. Лексикологи хальхи вăхăтри чĕлхен сăмах йышне те, лексикăн историри аталанăвне те тĕпчесе тишкерет, çавна май чĕлхе ăслăлăхĕнче хальхи вăхăтри чĕлхе лексикологийĕ тата историлле лексикологи ăнлавсем пур.

Лексикологи, хăйне уйрăм сăмахсемсĕр пуçне, сăмах манлашăвĕсене, е фразеологизмсене, тĕпчесе вĕренет, вĕсен тăван чĕлхе лексикинчи вырăнне сăнаса тишкерет. Кирек хăш чĕлхе те истори аталанăвĕнче ытти чĕлхесенчен сăмахсем йышăнать, çапла майпа хăйĕн лексикине пуянлатать. Çак пулăма тĕпчесси те лексикологи задачисен шутне кĕрет.

Лексикологин теори ыйтăвĕсене тĕпчени чĕлхе практикишĕн, пуринчен ытларах лексикографишĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Лексикологи пайĕсем тӳрлет


Литература тӳрлет

  • Егоров В.Г. Введение в изучение чувашского языка. М, 1930;
  • Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещенни. Ч., 1954;
  • Андреев Н.А. Чăваш чĕлхин лексикологийĕ. Ш., 1961;
  • Хальхи чăваш чĕлхин лексикологииĕ. Ш., 1978;
  • Чернов М.Ф. Фразеология современного чувашского языка. Ч., 1985.