Ландша́фт (ним. Landschaft, вырăн курăнăвĕ, Land — çĕр тата schaft — суффикс, çыхăнăвне, пĕр-пĕриннĕн пăхăнлăхне пĕлтерет) — территорине физикăпа географи районĕсем çине уйăрнă чухнехи пайĕ; генетика енĕпе пĕртиплĕ, рельефлă, геологи тытăмлăхĕпе, климачĕпе, çĕр çийĕнчи тата çĕр айĕнчи шывсен пĕтĕмлĕ паллисемпе, тăпрасемпе, ӳсен-тăран тата чĕрчунсен ушкăнĕсемпе уйăрать. Тĕнчере тĕрлĕ — антропогенлă, çутçанталăк е натураллă, геохимиллĕ, культурăллă, акультурăллă, агрикультурăллă, шурлăх, географиллĕ, элементарлă тата урăх пулнă май — ландшафтсем уйăрса палăртаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет