Кузовников Анатолий Александрович

Анатолий Александрович Кузовников (1922, чӳк, 9, Покровка сали, Покровка районĕ, Ăренпур облаçĕ - 2004 чӳк, 17, Мускав) - совет раççей физикĕ.

Анатолий Александрович Кузовников
Çуралнă вăхăт: 1922 чӳк, 9
Çуралнă вырăн: Покровка сали,
Покровка районĕ,
ăренпур облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 2004 чӳк, 17
Вилнĕ вырăн: Мускав
Патшалăх:

СССР
РФ

Ăслăх сфери: плазма физики
Ĕç вырăнĕ: МПУ, Физика факультечĕ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МПУ
Паллă вĕренекенсем: Ершов Алексей Петрович
Чыславсемпе парнесем


Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ
«Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«Будапешта илнĕшĕн» медаль
«Будапешта илнĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ
Кузовников хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи тӳрлет

Анатолий Кузовников 1922 çулта чӳкĕн 9-мĕшĕнче Ăренпур облаçĕн Покравка районĕнчи Покровка салинче çуралнă. Вунтăххăр çул тултарнăскер вăрçăна кĕрсе кайнă, Çĕнтерӳ кунне çитиех Сывлăш-Çар Вăйĕсен инженери-техника хĕсметĕнче çапăçнă.

Демобилизацие кĕтсе илсен, 1946 çулта Алма-Атари Казах Патшалăх Университечĕн физика-математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1949 çулта Мускав университечĕн физика факультетне куçнă. 1951 çулта Университет дипломне тивĕçнĕскерне электроника кафедринче аспирантурăра хăварнă.

Аспирантурăна ăнăçлă вĕçлесен А.А.Кузовников, 1955 çултанпа МПУ физика факультетĕнче тĕрлĕĕç вырăнĕнче тăрăшнă: ассистент, аслă вĕрентӳçĕ, доцента тата профессор. 1955 çулта кандидат диссертацине, 1969 çулта - тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ. 1961 çулта ăна доцент хисепне панă, 1971 çулта профессор пулса тăнă.

Кĕнекесем тӳрлет

  • "Физика граничных слоев плазмы", М., Изд.МГУ;
  • "Зондовая диагностика плазмы газоразрядных источников света", Саранск, Изд.Морд.Госуниверситета.

Литература тӳрлет

  • Черныш В.С., «Кафедре физической электроники 85 лет» (соавт, 2016).

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăçем тӳрлет