Красноармейски

Красноармейски (чăн чăваш ячĕ Малти Тăрак) — Чăваш Енри Красноармейски районĕн администраци центрĕ. Мăн Шетмĕн сылтăм енче вырнаçнă.

Красноармейски
выр. Красноармейское
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Красноармейски
Ял тăрăхĕ Красноармейски
Координатсем 55°46′25″ с. ш. 47°09′36″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Малти Тăрак
Наци йышĕ чăвашсем 85%, вырăссем 14%[1]
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83530
Почтă индексĕ 429620
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 224 830 001
Официаллă сайчĕ каçă
Красноармейски (Раççей)
Точка
Красноармейски (Чăваш Ен)
Точка

Тавралăхĕ тӳрлет

Ялăн тĕп вырăнĕ Ленин тата Çĕнтерӳн 30 çул урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта выртать. Ял çырмасемпе виçĕ пая пайланать. Кăнтăр пайĕнче ытларах пайĕ пурăнать. Кунта 2, 3, 5 хутлă çуртсем лараççĕ. Вăтам тата анăç пайсенчи çуртсем ытларах пĕр хутлă. Унта йывăç пӳртсем те тĕл пулаççĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 4271 çын, çав шутра 2017 арçын, 2254 хĕрарăм пурăннă[2].

Кун-çулĕ тӳрлет

1940 ҫулчен Малти Тăрак ятлă пулнă [3].

Çул-йĕр, транспорт тӳрлет

Ял урлă икĕ çул иртет. Çулсем яла Шупашкарпа Çĕрпӳ хулисемпе, Вăрнар паççулкипе, тата районти ытти ялсемпе çыхăнтараççĕ.

Ял аталанăвĕн планĕсем тӳрлет

Ялăн тĕп планĕ тăрăх Ленин, Г.Степанов урамĕсенче нумай хватерлĕ çуртсем хăпартма палăртнă.

Культура тӳрлет

Культура тĕлĕшĕнчен ялта 200 вырăнлă клуб, вулавăш, лавккасем, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, 150 вырăнлă пульница пур.

Çуртсен картишĕсенче ачасене вылямалли вырăнсем пур.

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет