Конфессионим (лат. confessio — тытса пыни + ав.гр. όνυμα — ят) — пĕр-пĕр тĕне тытса пыракансене пĕлтерекен сăмах. Калăпăр, мăссăльмансем тени ислам тĕнне тытса пурăнакансене пĕлтерет, çапла майпа конфессионим пулса тăрать. Ытти тĕслĕхсем: христиансем, православсем, католиксем, протестантсем, лютерансем, иудаистсем, буддистсем, индуистсем тата ыттисем те.

Чăвашсен кофессионимĕсем тӳрлет

Чăвашсенчен ытларах пайĕ Вырăс православи чиркĕвĕпе çыхăннă, çавăнпа та вĕсем христиансем тата православсем пулса тăраççĕ. Çав вăхăтрах чăвашсем хушшинче христианлахчченхи авалхи ĕненÿсене тытса пыракансем те тĕппипех пĕтмен-ха. Çавăнпа та киреметçĕсем (ыр-хаярçăсем) пирки те калаçма май пур.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет