Кондотьерсем (итал. condotta — ҫар хӗсметне кӗме ҫирӗплетни) — Италири XIV—XVI ӗмӗрсенче ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсем, хула-коммунасем тата патшасем патӗнче хӗсметре тӑракансем тата вӗсенчен ытларахӑшӗ ют ҫӗршыв ҫыннисем пулнӑ.

Кондотьер сӑнарӗ, Артемизия Джентилески ӗҫӗ, 1622

Кашни ушкӑн вокруг кондотьер тавра пуҫтарӑннӑ, вӑл вӗсене хӑй пӗлнӗ пек пуҫтарса салатнӑ, ҫар ӗҫӗсем ертсе пыма ҫирӗплетӳсем (кондоттасем) татса хытарнӑ, илнӗ укҫине (итал. soldo — «плата», см. солдат) тара кӗнӗ ҫар ҫыннисене валеҫсе панӑ. Хӑш чух кондотьерсем хуласене хӑйсен аллине илсе синьориясем никӗслени те пулкаланӑ. Кондотьерсен хушшинче авантюристсем пайтах пулнӑ.

Историре кондотьерсем ӗҫӗшӗн укҫине илнӗ хыҫҫӑн ҫапӑҫакан пӗр ушкӑнран теприне куҫса хӑйсене тара илекенсене шантажпа хӑратни те пур.

Паллӑ кондотьерсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каҫӑсем тӳрлет