Кивĕ Тимушкел (Чĕмпĕр облаçĕ)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кивĕ Тимушкел (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кивĕ Тимушкел - (выр. Старотимошкино, тут. Зөябаш) Чĕмпĕр облаçĕн Барыш районĕнчи пурăнакан вырăн. Хула евĕрлĕ поççолăк шутланать. Поççолăкăн тутарла ячĕ чăвашла "Сĕвепуç" тесе куçать.

Кивĕ Тимушкел
тут. Зөябаш
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Барыш
Хула тăрăхĕ Кивĕ Тимушкел
Координатсем 53°43′11″ с. ш. 47°31′56″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем тата уйрăм ялсем
Наци йышĕ тутарсем, вырăссем
Конфесси йышĕ мăссăльмансем, православсем
Этнохороним кивĕтимушкелсем, кивтимушкелсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84253
Почтă индексĕ 433752
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 204 850 010
Кивĕ Тимушкел (Чĕмпĕр облаçĕ) (Раççей)
Точка
Кивĕ Тимушкел (Чĕмпĕр облаçĕ) (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Тавралăхĕ тӳрлет

Кĕçĕн Сĕве шывĕн икĕ çыранĕпе вырнаçнă.

Халăх йышĕ, поççолăк тытăмĕ тӳрлет

Кивĕ Тимушкел хула тăрăхне Кивĕ Тимушкелсĕр хăйĕнсĕр пуçне тата Калда, Заречное, Смольково ялĕсем кĕреççĕ. Малтан асăннинче тутарсем, тепĕр иккĕшенче вырăссем пурăнаççĕ.

Кунçул тӳрлет

Кивĕ Тимушкел — Чĕмпĕр облаçенчи тутарсем пурăнакан вырăнсенчен чи паллисенчен пĕри. Анчах та ăна чăвашсем никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Çакăнпа тутарсем хăйсем те килĕшеççĕ. Ку тĕлĕшпе тутар Википедийĕн хальхи (23.04.2017) версийĕнче çапла çырнă:

<Куçару: Кивĕ Тимушкеле 1660-мĕш çулсенче никĕсленĕ. Малтан Кĕçĕн Сĕвен сулахай çыранне чăвашсем килсе тĕпленнĕ. Пурăна киле сулахай çырана тутарсем те килсе вырнаçнă. Ял ÿссе пынă май çĕр çитми пулать. Тутарсен пĕр пайĕ "Кăрмăш" текен вырăна куçса ларать. Çавна май Поливаноа улпутăн Акшуат ялĕнчи вырăссемпе хирĕçÿ сиксе тухать.>

Çак тутар ялĕн чăвашла ячĕ чăнах та Тимушкел иккенне çирĕплетекенĕ — ку вырăнсенче пулса курнă Петĕр Ялкир (1922-2006) сăвăç. Кунта пулнă чăвашсен малашнехи шăпи паллă мар.

Паллă çынсем тӳрлет

  • Акчуринсем
  • Зөһрә Акчурина, тутарсенчен тухнă пĕрремĕш хĕрарăм-журналист..
  • Габдрахман Мангушев (1887-1919), "Сәйяр" труппа артисчĕ.
  • Бәкер Белоусов (2.5.1897-13.6.1920) – 1-мĕш Татбригада çар комиссарĕ.
  • Богданов Хамзя Салимович (1904-83) - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
  • Али Абдрезаков (1912-92)
  • Абдулхак Умеркин (1917-82)
  • Камил Мангушев, Ишимбайра нехтă ачучы тупнă ăçлавçă.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет