Катя Паскалева

Паскалева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Катя Кирилова Паскалева (пăлх. Катя Кирилова Паскалева; 18.9.1945, Петрич — 23.7.2002, София) — пăлхар театрпа кино актриси; ПХР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1974)[1].

Катя Паскалева
Çуралнă вăхăт: 1945, авăн, 18
Çуралнă вырăн: Петрич, Пăлхари
Вилнĕ вырăн: София, Пăлхари
Професси: XX ĕмĕрти пăлхар актриси
Гражданлăх: Пăлхари Пăлхари

Пăлхари кинематографисчĕсен пайташĕ, тĕрлĕрен премисемпе чысланă.

Биографи тӳрлет

1945 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче Петрич хулинче çуралнă.

1967 çулта Театр ӳнерĕн «Кръстьо Сарафов» наци академинче (Методи Андонов класĕнче) вĕренсе тухнă.

Пăлхари кинематографĕн паллă актриси шутланнă. Çаплах драма театрĕсенче — Толбухинре (халĕ — Добрич), Пазарджикре, Пловдивре, Софийăра — ĕçленĕ. 1985 çултанпа Катя Паскалева — Алеко Константинов ячĕллĕ патшалăх сатира театрĕн актриси.

2002 çулта утăн 23-мĕшĕнче Софияра онкологипе пыр шыççипе вилнĕ (нумай çул хушши чĕлĕм туртнăран).

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет