Каракалпак чĕлхи

Каракалпак чĕлхи (Қарақалпақ тили) — каракалпаксен чĕлхи, Каракалпаки автономлă республикин официаллă чĕлхи.

Каракалпак чĕлхи (хĕрли) Узбекистанра сарални

Лексика енчен казах чĕлхине çывăх, çапах унтан орфографипе уйрăлса тăрать. Каракалпак чĕлхипе 400 пине яхăн çын калаçать, ытларах Узбекистанра. 2 000 яхăн Афганистанра пурăнать, пĕчĕкрех ушкăнĕсем Раççейре, Казахстанра, Турцире тата ытти çĕршывсенче.

Диалекчĕсем тӳрлет

Яланах икĕ диалекта уйăраççĕ: çурçĕр-тухăç тата кăнтăр-тухăç. ÇаплахФергана айлăмĕнче пуплекен виççĕмĕшĕ пирки калаçусем пур.

Фонетика тӳрлет

Уçă сассисем тӳрлет

 
Каракалпак чĕлхин уçă сасăсен йĕрки

Уçă сасăсен килĕшӳ саккунĕ каракалпак чĕлхинче ытти тĕрĕк чĕлхесенчен вăйлăрах палăрнă:

Уçа сасă Хыççăн пулма пултарать:
a a, ɯ
æ e, i
e e, i
i e, i
o a, o, u, ɯ
œ e, i, œ, y
u a, o, u
y e, œ, y
ɯ a, ɯ

Уçă мар сассисем тӳрлет

Каракалпак чĕлхинче 25 уçă мар фонемсем, вĕсенчен 4 (отмечены скобками) встречаются только в заимствованих.

  Лабиаллă Альвеол Палаталь Велярлă Увулярлă Çăтăмлă
Сирпĕнӳллĕ p b t d     k g q      
Аффриката     (ʦ)   (ʧ)              
Çурăклă (f) (v) s z ʃ ʒ x ɣ     h  
Сăмсаллă m n     ŋ        
Чĕтренекен     r                
айăккинчи     l                
Шуçăллă w     j            

Çырулăхĕ тӳрлет

1928 çулчен каракалпак чĕлхи арап алфавичĕ никĕсĕнче тытăнса тăнă. 1928 — 1940 çç. тапхăрта латтин графикипе усă курнă, хыççăн кириллицăна йышăннă. Узбекистан 1991 çулта ирĕклĕхе тухсан, латиница йĕркине таврăнма шутланă, халĕ ĕнтĕ Каракалпакире çав шая майĕпен куçса пыраççĕ.

Аяларах виçĕ алфавита ПТФА эквивалентлă палăртăвĕсемпе кăтартнă.

1930-мĕш çç. латтиница Кириллица Хальхи латинница ПТФА     1930-мĕш çç. латтиница Кириллица Хальхи латинница ПТФА     1930-мĕш çç. латтиница Кириллица Хальхи латинница ПТФА
Aa Аа Aa a     Qq Ққ Qq q     Ff Фф Ff f
Әә Әә A’a' æ Ll Лл Ll l Xx Хх Xx x
Bb Бб Bb b Mm Мм Mm m Hh Ҳҳ Hh h
Vv Вв Vv v Nn Нн Nn n Цц ts ʦ
Gg Гг Gg g N̡n̡ Ңң N’n' ŋ Çç Чч ch ʧ
Ƣƣ Ғғ G’g' ɣ Oo Оо Oo o Şş Шш SHsh ʃ
Dd Дд Dd d Өө Өө O’o' œ Щщ sh ʃ
Ee Ее Ee e Pp Пп Pp p Ъъ    
Ёё yo jo Rr Рр Rr r Ьь Ыы ɯ
Жж Jj ʒ Ss Сс Ss s Ьь    
Zz Зз Zz z Tt Тт Tt t Ээ Ee e
Ii Ии İi i Uu Уу Uu u Юю yu ju
Jj Йй Yy j Yy Үү U’u' y Яя ya ja
Kk Кк Kk k Ŭŭ Ўў Ww w      

Каçăсем тӳрлет