Кĕçĕн Накаткăн

(Кĕçĕн Накаткин ҫинчен куҫарнӑ)

Кĕçĕн Нагаткин (выр. Малое Нагаткино) - Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи ял, Аслă Нагаткин ял хутлăхне кĕрет.

Ял
Кĕçĕн Нагаткин
выр. Малое Нагаткино
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Чăнлă
Ял тăрăхĕ Аслă Нагаткин
Координатсем 54°37′46″ с. ш. 47°53′54″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Никĕсленĕ 1831
Малтанхи ятсем Çĕнĕ Накаткин (1878-мĕш çулччен)
Ял  Ял
Наци йышĕ вырăссем, чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кĕçĕннагаткинсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Почтă индексĕ 433621
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 254 815 007
Кĕçĕн Накаткăн (Раççей)
Точка
Кĕçĕн Накаткăн (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ тӳрлет

1996-мĕш çулта 371 çын пурăннă. ТОО “Рассвет” (малтанхи “Рассвет” колхоз), шкул, КК, ача сачĕ, лавка, медпункт, çыхăну уйрăмĕ, вут-кăвар хурал отрячĕ, столовăй.

2009-мĕш çулта 335 çын (вырăссем, чăвашсем) пурăннă. Питĕ сумлă сайтра[1] ялта пурнакан 353 çынтан 64% чăвашсем, 34% вырăссем тесе палăртнă.

Ликино, Чукал ятлă урамсем пур. Тата ак çакăн пек урамсем (вырăсла ятсене кăтартатпăр): Автодорожная улица, Улица Выглядовка, Дорожная улица, Заречная улица, Зеленая улица, Молодежная улица, Улица Новый Порядок, Овражная улица[2]. Çапла вара, мĕнпурĕ 10 (вунă) урам. Ялăн Пăкăрна шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă пайне кулленхи калаçура Кобелёвка теççĕ. "Молодёжная улица" текенни те кăшт уйрăмрах тăрать.

Истори тӳрлет

Ял историйĕ пирки вырăнти шкулăн сайтĕнче вуласа пĕлме пулать[3]:

<Куçару: Кĕçĕн Накаткин никĕсленни Степан Степанович Нагаткин ячĕпе çыхăннă. Архиври документсем тăрăх, 1678-мĕш çулта Кăрмăш çыннине Степан Степанович Нагаткина Бирюч шывĕ çинче 77 четвĕрт те 105 теçеттин çĕр панă. 1678-мĕш çулта халь Аслă Накаткин ларакан вырăнта 6 килте 23 çын пурăннă. Ку пурăнакан вырăна малтан Никольски тенĕ, унтан — Накаткин. Генераллĕ çĕр виçев хыççăн ку тĕл Беляковсен пулнă.

Шăпах хайхи Степан Степанович Нагаткин çĕрĕ çинче никĕсленнĕ те ĕнтĕ Кĕçĕн Накаткин ялĕ (анчах ку хăçан, кам пуçарăвĕпе пулса иртни паллă мар).

Вырăс Чăнлă ялĕнче виçĕ улпут пурăнни паллă: Мотовилов, Осоргин тата Аграфена Александровна Секиотова поручица. !834-мĕш çулта Секиотова, Дмитрий Васильевич Дашков патне, "Çĕнĕ Накаткин ялĕнче" Алексеей Михалович Романов патша Степан Накаткина панă пулнă 3000 теçеттин çĕртен 2000 теçеттин ытларахăшне Сенат йышăнăвĕпе Мотовилов тата Осоргин улпутсене уйăрни пирки пĕлтерет, — чăннипе вара çĕр еткерлĕхе пăхăнса куçмалла имĕш. Çĕр тавлашăвĕ тахçантанпах пынă. Сенат 1831-мĕш çултах кашнине документсемпе килĕшÿллĕн тивĕçтернĕ пулнă

Секиотова мар-ши Çĕнĕ Накаткина никĕслекенĕ? Çапла теме никĕссем пулни тата çакăнтан курăнать: Секиотова хыççăн ял хуçи ун хĕрĕ Вера Платоновна Есипова пулса тăнă, малалла — юлашкин хĕрĕ Агния Владимировна Волконская княжна. 1865-мĕш çулта ку вырăна Иван Андреевич Сухарев коллежски канашçă сутăн илнĕ, вара унтан каллех еткерлĕхе кура куçса пынă.

1831-мĕш çула Çĕнĕ Накаткина никĕсленĕ вăхăт тесе шутлама май пур.

1878-мĕш çулта Покровски ялĕн улпучĕ Иван Андреевич Сухарев коллежски канашçă тивлечĕпе Саваплă Куçма-Темин чиркĕвне тутарттарнă та яла Кĕçĕн Накаткин ят панă.>

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет