Йоханнес Бенцинг

Йоханнес Бенцинг (ним. Johannes Benzing) — тунгус-маньчжур тата тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи, Майнц Ăслăлăх академин чăн пайташĕ (Германи). 1913 çулхи кăрлач, 13 çуралнă, 2001 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Йоханнес Бенцинг
Johannes Benzing
Ӳкерчĕк:Johannes Benzing.jpg
Ăслăх сфери: лингвистика
Ăсчах степенĕ: Шаблон:PhD
Альма-матер: Гумбольд ячĕллĕ Берлин университечĕ

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Германири Швеннинген хулинче çуралнă. Тухăç халăхĕсен культурине Берлинта тата Францире вĕреннĕ.

Й. Бенингăн 1935 - 1944 çç. пичетленнĕ ĕçĕсем тĕпчевçĕ çамрăкранпах тĕрĕк чĕлхипе интересленнине кăтартса параççĕ. Вĕсем хушшинче Н. И. Ашмаринăн "Чăваш сăмахĕсен кĕнекине" (1939 ç.) пахаласа çырнă темиçе статья тата чăваш чĕлхин грамматикипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсен ярăмĕ.

1953 ç. Майнц Ăслăлăхпа литература академин пайташ-корреспондентне суйланă. 1956 - 1963 çç. Турккă Республикинче Германи консулĕ пулса ĕçленĕ. 1963 - 1981 çç. Майнц университечĕн испан филологипе культурин кафедрине ертсе пынă.

Йоханнес Бенцинг вĕренекенĕ Петер Шёниг (Peter Schönig) халĕ Берлинти Ирĕклĕ Университетăн Тюркологи институтĕнче профессорта ĕçлесе çавăн пекех студентсене чăвашла вĕрентет.

Кĕнекесем тӳрлет

  • "Краткое введение в чувашский язык", Берлин, 1943.
  • "Немецко-чувашский словарь-разговорник", Берлин, 1943.
  • "Чувашский язык" // Основы тюркской филологии, 1959.
  • Bolgarisch-tschuwaschische Studien. Harrassowitz, Wiesbaden 1988
  • Kritische Beiträge zur Altaistik und Turkologie, Harrassowitz, Wiesbaden 1988
  • Kalmückische Grammatik zum Nachschlagen, Harrassowitz, Wiesbaden 1985
  • Chwaresmischer Wortindex, Harrassowitz, Wiesbaden 1983
  • Islamische Rechtsgutachten als volkskundliche Quelle, Akademie der Wiss. u.d. Literatur, Mainz 1977
  • Die tungusischen Sprachen : Versuch e. vergl. Grammatik. Verl. d. Akad. d. Wiss. u.d. Literatur, Mainz 1955
  • Lamutische Grammatik : Mit Bibliographie, Sprachproben u. Glossar. Steiner, Wiesbaden 1955
  • Einführung in das Studium der altaischen Philologie und der Turkologie. Harrassowitz, Wiesbaden 1953
  • Нимӗҫле-чӑвашла сӑмахсарпа кӗске чӑвашла калаҫу кӗнекиDeutsch-tschuwaschisches Wörterverzeichnis nebst kurzem tschuwaschischen Sprachführer. O. Stollberg, Berlin 1943.
  • Über die Verbformen im Türkmenischen, Berlin, Diss. phil. 1939
  • Das chwaresmische Sprachmaterial einer Handschrift der "Muqaddimat al-Adab", Steiner, Wiesbaden 1968

 Çавăн пекех пăхар тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Maria Keipert (Red.): Biographisches Handbuch des deutschen Auswärtigen Dienstes 1871–1945. Hg. Auswärtiges Amt, Historischer Dienst. Band 1: Johannes Hürter: A–F. Schöningh, Paderborn 2000, ISBN 3-506-71840-1

Каçăсем тӳрлет