Йĕрĕх, — çынна, уйрăмах арăмĕпе упăшкине, пулăшакан ырă вăй. Йĕрĕх кунтăкне кĕркунне ылмаштарнă. Ахаль чухне ача-пăчан е ют çынсен ăна тивме юраман. Чӳклемесен е хисеп тумасан Йĕрĕх «тытма», чир-чĕр яма пултарать тенĕ. Вăл тавлашнине, харкашнине, итлеменнине, пĕр-пĕрне усал каланине юратман. Ăна чăваш килĕшӳпе çураçу ырри тесе упранă, çынсем Вăйкилли пуçĕ е юмăç хушнисене итленĕ.

Йерĕх вырăнĕ — çын çут çанталăкпа, несĕл пуçĕсемпе, Турă хăвачĕсемпе телей, канăç, сывлăх ыйтса калаçмалли вырăн. Вăя вырăн таса кĕлетре, уйрăм çуртра, пӳлĕмре пулма пултарать. Йĕрĕх кĕтесĕ кашни килтех пулнă. Аслă Йĕрĕх вырăнĕ — Вăйкилли — ăратнен пĕрре кăна. Пĕтĕм тăвансем унта пĕрле те, уйрйммăн та пырса çӳренĕ; ютсене вăл вырăна кăтартма юраман. Кам патĕнче упраннине кура Иĕрĕх вырăнĕсене ят панă: Уртемей йĕрĕхĕ, Ялюшки йĕрĕхĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • «Йӗрӗх», Ерагин Евгений, Шупашкар, 2018.[1]

Каçăсем тӳрлет