Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла

«Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла» (фр. Plein Soleil) — Франципе Итали пĕрле тунă илемлĕ фильм. Фильма франс режиссёрĕ Рене Клеман 1960 çулта ӳнерленĕ. Çак Патриция Хайсмитăн «Талантлă мистер Рипли» романне пĕрремĕш экран çине кăларни пулать. «Америкăри детектив çыракансем» ассоциацин Эдгар Алан По кинопремине 1962 çулта тивĕçнĕ.

Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла
Plein Soleil
Фильм постерĕ
Жанр триллер
драма
Режиссёр Рене Клеман
Продюсер Раймон Аким,
Робер Аким
Сценари
авторĕ
Рене Клеман, Поль Жегоф
(романпа)
Оператор Анри Декаэ
Композитор Нино Рота
Кинокомпани Robert et Raymond Hakim, Paris Films Production, Titanus, Paritalia
Тăсăлу 115 мин.
Бюджет 618 090$
Патшалăх Франци Франци
Чĕлхе франс
итал
Çул 1960
IMDb ID 0054189

Сюжет тӳрлет

Филипп Гринлиф, американ миллионерĕн ывăлĕ, хăйĕн Мардж тус-хĕрĕпе Италире вăхăт ирттерет. Унăн хыççăн Том Рипли çӳрет, ăна Филипп ашшĕ ывăлне Сан-Францискăна тавăрмашкăн пиллĕк пин доллар тӳленĕ. Марджа та, Тома та Филипп тетте тесе шутлать, киле кайма килĕшмест. Рипли çак пурнăçа хăнăхса пынă çем Филипа вĕлерсе унăн вырăнне йышăнма план тăвать. Çапла вăл тинĕсе яхтă çинче уçăлма тухсан Филиппа Марджа хирĕçтерсе ярать те кӳреннĕ Мардж вĕсене пăрахса каять. Том вара Филиппа вĕлерет, виллине якорьпе çыхса тинĕсе ывăтать те Филипп ячĕпе пурăнма тытăнать. Мардж патне Филипп машинки çинче урăх тĕл пулмăпăр тесе çыру ярать. Кĕçех Фредди Майлз, хăйĕн тусне Филиппа шыраса ăнсăртран Том махинацине уçать, вара Том ăна та вĕлерет. Фреддие, полици версипе, Филипп Гринлиф тĕп тунă, çакăн хыççăн Том хăйĕн чăн ятне тавăрать. Çаплах вăл Филипп хăйĕн çине алă хунă евĕр тăвать, пилление Мардж майлă тӳрлетет. Филипп ашшĕ ывăлĕн юлашки кăмăл туйăмне йышăнать. Том Рипли ĕнтĕ Филипп пурлăхне ярса илмешкĕн Марджа хăй майлă çавăрать. Унăн хура ĕçĕ питĕ ăнăçлă тухать, анчах та Филипп яхтине сутнă чухне карапăн винтĕ çине çакланнă хуçа вилли тупăнать. Рипли афери çиеле тухать.

Рольсем тӳрлет

Актёрсем тӳрлет

  • Вивьяна Шантель — бельги дами
  • Нерио Бернарди — агентство диреторĕ
  • Барбель Фанже — балерина
  • Лили Романелли — домработница
  • Николя Петров — Борис
  • Эльвира Попеско — госпожа Попова
  • Жан Гелис — хореограф
  • Рене Клеманçаврăçусăр официант (титрта çук)
  • Жаклин Декаэ — Ингрид (титрта çук)
  • Поль Мюллер — слепой человек (титрта çук)
  • Леонелло Дзанки — полици инспекторĕ  (титрта çук)
  • Вальтер Грант (титрта çук)
  • Нино Винджели (титрта çук)

Каçăсем тӳрлет