Евсевьев Макар Евсевьевич

Евсевьев Макар Евсевьевич, — халăх пултарулăхне пухакан, çыравçă, этнограф, историк. 1864 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче (ирç. Цярмун, выр. Малые Кармалы) çуралнă. 1931 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусанта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Макар Евсевьевич Евсевьев
Çуралнă вăхăт: 1864 кăрлач, 30 (кăрлач, 18)
Çуралнă вырăн: Ирçе Çармăс ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ[1]
Вилнĕ вăхăт: 1931 çу, 11
Вилнĕ вырăн: Хусан, РСФСР, СССР
Ăслăх сфери: филологи, истори, педагогика, этнографи, археологи, фольклористика
Ĕç вырăнĕ: Хусан семинари çумĕнчи Мордва пуçламăш училищи, Хусанти тăван ен тĕпчев музейĕ, Тухăç академийĕ, Тухăç педагогика институчĕ, Хусанти педагогика университечĕ
Альма-матер: Хусан университечĕ, истори-филологи факультечĕ
Пĕлӳлĕх: Шераут пуçламăш училищи, Хусанти урăх халăхсен вĕрентӳçисен семинарийĕ
Паллă: ирçĕ тата мăкшă халăхĕсен пĕрремĕш ăсчахĕ, энциклопедисчĕ тата çутлăхçи, Хусан университечĕ çумĕнчи Археологи, истори тата этнографии пĕрлĕхĕн чăн пайташĕ, Вырăс Императорĕн Географи пĕрлĕхĕн ĕçтешĕ
Чыславсемпе парнесем


Шаблон:Сăвапçă Станислав орденĕ Шаблон:Сăвапçă Анна орденĕ
1904 1914[2]
Вырăс географи пĕрлĕхĕн кĕмĕл (1892) тата Кĕçĕн ылтăн (1916) медальсем[3]

Пурнăçĕ тӳрлет

Хусанти ют йăх вĕрентекенĕсен семинарийĕнче, Хусан патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Хусанти вĕрентекенсен семинаринче, ытти аслă вĕренӳ керменĕсенче вĕрентнĕ.

Ирçе Çармăс ялĕнче ăна хисеплесе палăк лартнă.

Ӗçĕсем тӳрлет

Мордва чĕлхисем валли вĕренӳ кĕнекисем çырнă. Мăкшăсемпе ирçесен халăх пултарулăхне пухнă.

Çак кĕнекесене пичетлесе кăларнă:

  • «Основы мордовской грамматики» (Мордва грамматикин никĕсĕ, 1926)
  • «Эрзянские сказки» (Ирçе юмахĕсем, 1928);
  • «Эрзянские песни» (Ирçе юррисем, 1928);
  • «Мордовская свадьба» (Мордвасен туйĕ);
  • «Эрзянско-русский словарь» (Ирçе-вырăс сăмахсарĕ);
  • тата ыттисене.


Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок МР не указан текст
  2. ^ Мордва литературин библиотеки. çăлкуçран архивланă 3 Пуш уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 1 Нарӑс уйӑхӗн 2011.
  3. ^ Осовский Е. Г., Зеткина И. А. Макар Евсевьевич Евсевьев: просветитель, ученый, педагог. — Саранск: Тип. «Крас. Окт.», 2003. — ISBN 5—7493—0566—X