Дерпт епископлăхĕ

Дерпт епископлăхĕ (çаплах Дорпат епископлăхĕ; эстон çăлкуçĕсенче Тарту епископлăхĕ; 1224-1558çç.; ан.-ним. Bisdom Dorpat) – чун-чĕмлĕ феодаллă кнеçлĕх, çаплах хальхи Эстони республикин кăнтăр-тухăçĕнче, Дорпат/Дерпт/Тарту/Юрьев тĕпĕнче, йĕркеленĕ католици диоцезĕ. 1224 çулта рига архиепископĕ Альберт, Балтиçумне Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ кĕрсе кайсан никĕс хунă, 1237 çултанпа ăна Ливон орденĕ ятпа палăртаççĕ.

Дерпт епископлăхĕ
Ecclesia Tarbatensis
Bistum Dorpat
Герб
Герб
Патшалăх Ливони
Администраци центрĕ Дерпт
Йĕркеленĕ вăхăт 1224—1558
епископсем (ят-йыш)
Официаллă чĕлхесем нимĕç, латин
Дерпт епископлăхĕ карттă çинче
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Тавралăхĕ тӳрлет

Кун-çулĕ тӳрлет

1223-1224 çç. эстсем, Вячко вырăс кнеçĕпе пĕрле Юрьева хĕçпе çӳрекен нимĕç рыцăрĕсенчен хӳтĕленĕ. Нимĕç рыцăрĕсем хулана çĕнтерсе илсен, Дерпт ят параççĕ. Хăй епископлăхĕ Ливон конфедерацине, герман Балтиçумĕн 5 феодаллă патшалăхĕпе пĕрле, кĕрет. Епископлăха католици епископĕ ертсе пынă, ăна пуху канонçисен капитулĕнче, вырăнти чиркӳн кафедра ĕçтешĕсен аслă коллегийĕ, суйланă. Епископăн çаплах кнеçлĕхре чылай çĕр харпăрлăхĕ пулнă, хăшпĕр çĕрне вăрçă çыннисене панă пулсан та. Килсĕ кĕнĕ нимĕç чиркĕвĕн çыннисемпе рыцăрь-феодалсем вырăнти эстон тата вырăс çĕр ĕçтешĕсене (90 % пурăнан халăх) хытă пусмăрланă. Епископлăх чикĕ хĕрринче пулнипе орденпа анăçри урăх патшалăхĕсен пулăшăвĕпе кӳршĕ вырăс çĕрĕсен еннелле тăшманла хĕрес харçисем ирттересшĕн тăрăшнă. Епископлăха XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи чиккинче тытса тăма авалхи вырăс карманĕ Изборск кăна пултарнă, çак паттăрлăхшăн ăна "Тимĕр хула" тенĕ.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет