Деверинская Александра Тимофеевна

Александра Тимофеевна Деверинская (1960 çулхи пушăн 19-мĕшĕ, Аслă Арапуç ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) - совет тĕнче шайĕнчи спорт ăсти, çăмăл атлетика спорчĕн тĕнче рекордсменĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

1960 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче çуралнă.

Первомайскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă.Чăваш патшалăх педагокика университетăн физвоспитани факультетĕнче Пуклаков Николай тренер патĕнче вĕреннĕ.

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагокика университетне 1981 çулта пĕтернĕ. Раççей спортсменкисенчен пĕрремĕш тенче шайне тухнă.

Хальхи вăхăтра республикăн хăвăрт утассипе ĕçлекен спорт шкулĕн директорĕ.

Çитĕнӳсем тӳрлет

  • СССР чемпионĕ - 1981, 1985, 1986.
  • СССР кубокĕн çĕнтерӳçи - 1981, 1982.
  • Тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи - 1981.
  • 5 км хăвăрт утассипе тĕнче, Европа тата СССР рекордсменĕ.
  • 1981 Лениградра СССР чемпионачĕнче 5 км 22 мин 50 çек. тухнă,
  • 1982 çулта - 22 мин. 14 çек.

Чыславсем тӳрлет

  • Чăваш АССР физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ - 1982.
  • Чаваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп Хучĕ - 1982.

Вуламалли тӳрлет

  • Библиотека президента Чувашской Республики. Спортсмены: Иллюстрированное издание, т.3. - Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 2005. - 271 с.

Каçăсем тӳрлет