Гудаута районĕ

Гудау́та райо́нĕ (абх. Гәдоуҭа араион, груз. გუდაუთის რაიონი) — Абхазин администрациллĕ-территориллĕ виçи. Район центрĕ — Гудаута хула.

Район тытăмлăхĕ, халăх йышĕ тӳрлет

Йышлă пурăнан вырăнсем: Гудаута, Çĕнĕ Афон, Лыхны.

Халăх йышĕ 2003 çулта 34 869 çын пурăннă (1989 çулта — 57 334). Этнос йышĕпе: абхазсем — 79 %, эрменсем — 12 %, вырăссем — 6 %, грузинсем — 1,7 %.

Тавралăхĕ тӳрлет

Гудаута районĕ çĕрĕсем историллĕ Бзып облаçĕнче вырнаçнă. Кунта абхаз халăхĕн бзыб йăхĕсем чăмăртаннă, весем абхаз чĕлхин бзыб диалекчĕпе пуплеççĕ.

Гудаута районĕнче Гудаута, Çĕнĕ Афон, Мюссера курорчĕсем ĕçлеççĕ.

 
Анакопи тăвĕсем çумĕнчи Анакопи хула ишĕлчĕкĕсем

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.