Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Галактика (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çĕртен 60 миллион çутă çулĕнче вырнаçнă NGC 4414, 56 000 çутă çулĕ диаметăрлă Вероника çӳçĕсем спираллă галактика

Галактика (ав.гр. ΓαλαξίαςХуркайăк çулĕ) — гравитаци хăвачĕпе çыхăннă çăлтăрсенчен, çăлтăрсем хушшинчи газсенчен, çăлтăрсем хушшинчи тусантан тата тĕттĕм материнчен тăракан система. Галактикăри пĕтĕм объектсем галактикăн масса варри тавра çаврăнаççĕ. Галактикăсем - питĕ аякри объектсем. Вĕсем патне çитес хутлăха: çывăхисене мегапарсексемпе, аякрисем таран хĕрлĕ куçăмпа (z) виçме палăртнă. Питĕ аякра пулнăпа хĕçпăшаланман куçпа виçĕ галактикăна курма пулать: Андромеда тĕтрелĕхне, Пысăк тата пĕчĕк Магеллан пĕлĕчĕсене. Галактикăсенчи уйрăм çăлтăрсене XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕчен курма пулман. 1990-мĕш çулсем пуçламăшне çăлтăрсем уйăрма пултарнă 30 галактикăран нумайрах пĕлмен. Хаббл телескопне космоса ярсан тата çĕр çинчи 10-метăрлă телескопсене ĕçлетерме тытăнсан çăлтăрсем уйăрма пултарнă галактикăсен шучĕ питĕ нумайланнă. Галактикăсем тĕрлĕ формăллă пулаççĕ: сфера евĕрлисем, диск евĕрлисем, спираллă галактикăсем, карлик тата тĕрĕс мар галактикăсем. Масси 107 пуçласа 1012 Хĕвел масси таран. Пирĕн Хуркайăк çулĕ галактикăн масси 3·1012 Хĕвел массипе тан. Галактика диаметăрĕ 5-рен 50 килопарсек таран[1]. Пирĕн галактикăн диаметрĕ 100 000 çутă çулĕ яхăн. Шутлайман проблемăсен пĕри - хăйне гравитаци хутшăнăвĕсенче кăна ткăтартакан тĕттĕм матери. Вăл галактикăн массин 90 % таран пулма пултарать, пулмасса пултарать, карлик галактикăри пек [2]. Уçлăхра галактикăсем тан мар саланнă: пĕр пайĕнче юнашар галактикăсен ушкăннĕ курма пулать, тепринче пĕр пĕчĕк галактикă та курăнмасть (войд тесе палăртаççĕ). Сăнакан уçлăхри галактикăсен шучĕ паллă мар, çапах 1011 патнелле пулмалла [3].

Сăнавсем тӳрлет

Галактикăсен чи пĕлтерĕшле характеристикисем[1] (экстремальные значения опущены):

Параметр Виçекен меслет Пĕлтерĕшсен интервалĕ Пирĕн галактикăн çывăхлатнă пĕлтерĕшĕ
Диаметр D25 Фотометри 5—50 кпк 30 кпк
Дискăн радиус шкали R0 Фотометрия 1—7 кпк 3 кпк
Çăлтăр дискĕн хулăнăшĕ Аякран курăнкан дисксен Фотометрийĕ 0,3—1 кпк 0,7 кпк
Çутăлăх Фотометри 107—1011 Lʘ 5·1010 Lʘ
Масса М25 D25 ăшĕнче Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни 107—1012 Mʘ 2·1011 Mʘ
газ массин тӳпи Mgas/M25 D25 ăшĕнче нейтраллă тата молекулăри водород йĕрĕсен çутлăхне виçни 0,1—30 % 2 %
Галактикăн тулаш пайĕсен çавраннин хăвăртлăхĕ V Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни 50—300 км/с 220 км/с (Хĕвелпе юнашар)
Галактикăн тулаш пайĕсен çавраннин тапхăрĕ Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни 108—109 çул 2·108 (Хĕвелпе юнашар)
Варринчи хура шăтăкăн масси Доплер эффекчĕпе тĕшĕпе юнашар çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни. 3·105—3·109 Mʘ 4·106 Mʘ

Галактикăсен тĕп сăнакан пайĕсем тӳрлет

Галактикăсен тĕп сăнакан пайĕсем[4]:

  1. Тĕрлĕ массăллă тата йывăрăш çăлтăрсем.
  2. Пĕр вырăнарах пуçтарăннă эволюци пĕтне çăлтăрсен юлашкисем.
  3. Сивĕ газлă-тусанлă хутлăх.
  4. Сапаланнă 105—106 К температурăллă вĕри газ.

Йĕкĕр çăлтăрсем кӳршĕ галактикăсенче сăнанмаççĕ, анчах Хĕвелпе юнашар хутлăха пăхсан вĕсем нумай пулмалла. Газлă-тусанлă хутлăх тата çăлтăрсем атомсенчен тăраççĕ, вĕсене барион материйĕ теççĕ. Барион мар материн шутне тĕтĕм материпе хура шăтăкăн масси кĕрет [4].

Галактика спектрĕ тӳрлет

Галактика спектрĕ пĕтĕм объектсен çуттинчен пухăнать. Вăтам галактикăн спектăрĕнче икĕ максимум. Шевлесен тĕп çăлкуçĕ- çăлтăрсен çутти, вĕсен нумайрах хăвачĕ çын куракан диапазона лекет (1-мĕш максимум). Галактивăсенче нумайрах чухне тусан нумай. Вăл курăнакан çутта çăтса инфрахĕрлĕдиапазонта çутать (2-мĕш максимум). Курăнакан диапазонти çутлăха 1-па танлаштарсан, çăлкуçсемпе тата çутатас меслетсемпе хушшинче çакăн пек пăхăну пулать [5]:

Диапазон Çутлăхăн тӳпи Никĕслĕ çутă çăлкуçĕсем
Гамма <10−4 Хăшпĕр галактикăсен хастар тĕшĕсем; пĕчченшер кĕске ялкăшакан çăлкуçсем)
Рентген 10−3—10−4 Тăвăр йĕкĕр системăсен аккреци дискĕсем тесных двойных систем; вĕри газ; хастар тĕшсем
Оптика 1 Тĕрлĕ температурăллă çăлтăрсем; çăлтăр çумĕнчи тусан дискĕсем - çывăх ИХ шевлесем; газ
Аякрий ИХ 0,5—2 Çăлтăрсем çутнипе ăшăннă çăлтăр хушшинчи тусан; хăшпĕр галактикăсенче хастар тĕшсемпе тусан.
Радио 10−2—10−4 Синхротрон шевлисем; ăшă шевлисем], эмиссие йĕрĕсем H I



Çапăнни тӳрлет

Галактика Антенна — икĕ хутшăнакан галактика

Галактикăсем хушшинчи хутлăх вĕсен диаметĕрĕсенчен 10 хутран пĕчĕкрех пулсан вĕсен пĕр-пĕрин çумне туртăнма тытăнаççĕ.[6]. Уçлăхра галактикăсем çапăнни час-часах пулать. 21 902 галактикăна тĕпченĕ хыççăн (сообщение начала 2009 года[7]) авалрах вĕсем пурте ытти галактикăсемпе тĕл пулни палăрнă. 2 миллиард çул каярах Хуркайăк çулĕ тепĕр галактикăпа çапăннине çирĕплетнĕ[8].

Хуркайăк çулĕ тӳрлет

Тĕп статья: Хуркайăк çулĕ
Хуркайăк çулĕ
Хуркайăк çулĕ, тата галактика тесе калканскер,30 килопарсек диаметăрлă тата 1000 çутă çулĕ хулăнăшлă спираллă галактика [9].

Хĕвелпе Хĕвел системи çутă çăтакан тусанлă галактика дискĕнче вырнаçнă Галактикăра 3·1011 çăлтăра яхăн[10], пĕтĕмĕшле масси 3·1012 Хĕвел масси патнелле.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1 тата 2 А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
  2. ^ Рождение карлика: Галактика без темноты. Popmech.ru (2009-03-11). Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2009.
  3. ^ Mackie, Glen. To see the Universe in a Grain of Taranaki Sand. Swinburne University (2002-02-01). Тĕрĕсленĕ 20 Раштав уйӑхӗн 2006.
  4. ^ 1 тата 2 А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
  5. ^ А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
  6. ^ Mihos, Chris. Interactions and Mergers of Cluster Galaxies (05-2003).
  7. ^ В прошлом почти все галактики сталкивались с соседями. Lenta.ru (2009-01-05). Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2009.
  8. ^ Астрономы столкнули Млечный Путь с другой галактикой. Lenta.ru (2009-02-23). Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2009.
  9. ^ Thanu Padmanabhan After the first three minutes: the story of our universe. — Cambridge University Press. — P. 87. — 215 p. — ISBN 0-521-62039-2
  10. ^ Frommert, H.; Kronberg, C. The Milky Way Galaxy. SEDS (August 25, 2005). Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2007.

Вуламалли тӳрлет

  • А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
  • Ю. Н. Ефремов. Постоянная Хаббла.
  • James Binney. Galactic Astronomy. — Princeton University Press.
  • Terence Dickinson. The Universe and Beyond. — Firefly Books Ltd..

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Навигация

Шаблон:Çăлтăр системи