Википеди:Нумай тĕл пулакан ыйтусен хуравĕсем

Кунта эсир час тĕл пулакан ыйтусемпе вĕсен хуравĕсене тупма пултаратăр.

Пĕтĕмĕшлисем тӳрлет

Страницăн йĕри-тавра вырнаçнă каçăсемпе пускăчсем мĕне пĕлтереççĕ? тӳрлет

Вĕсем çине пуссан мĕн пулассине тĕплĕнрех Википеди:Менюне ăнлантарса пани страницăра тупма пултаратăр.

Хăш-пĕр саспаллисем вырăнне е ыйту палли е пушă тăваткал тухса ларать. Ман шрифтсене çĕнетмелле-и? тӳрлет

Çапла, сирĕн системăра хăш-пĕр саспаллисем валли шрифтсем çук. Arial Unicode MS лартсан вĕсем курăнма пуçлĕç. Ку шрифт Microsoft Office пакета кĕрет, унта шыраса пăхăр.

Википедине тӳрлетесси тӳрлет

Интервикисене лартнă чухне манăн чăваш уйрăмĕ çине кашни чĕлхе уйрăмĕсенче интервики лартса тухмалла-и? Çăмăллатакан хатĕр çук-и? тӳрлет

Икĕ уйрăма çыхăнтарни çителĕклĕ — вырăс, нимĕç е акăлчан уйрăмĕпе çыхăнтарма сĕнетпĕр (икĕ еннеле те). Ыттисене вара кайран интервики бочĕсем лартса тухĕç. Тӳрех интервикисем çĕнелессе кĕтмелле мар — ку темиçе уйăха та тăсăлма пултарать.

Тирене çăмăлрах майпа лартма май çук-и? тӳрлет

Тирене лартма эсир Alt+код мелпе усă курма пултаратăр:

  • 0150 – (тире)
  • 0151 — (вăрăм тире)
  • 0133 … (нумай пăнчă палли)

Çавăн пекех чăваш сарăмне лартсан — ку саспаллисене Alt пускăч урлă çырма пултаратăр.

Урăх çĕре куçаракан кода мĕнле çырмалла? тӳрлет

Ку ят урăх ятлă статья çине кăтарттăр тесен çирĕн статьяра çапла çырмалла: #REDIRECT [[Статья ячĕ (ăçта куçĕ)]]. Урăх вара нимĕнле текст та çырма кирлĕ мар. Тӳрех темиçе страница çине куçарма май çук.

Мана статьян вăрăмăшĕ питĕ пысăк пулни пирки асархаттараççĕ тӳрлет

Ку статья чăнах та питĕ вăрăм. Çавăнпа та ăна темиçе статья çине пайласа кĕскетме тăрăшмалла. Кĕскетнĕ чухне статьяна çав 32 Kb çитерес тесе текстне хуратма кирлĕ мар — статьяна темиçе пая (кашнине уйрăм статья туса) пайлăр.

Ӗçленĕ чухне тухакан ыйтусем тӳрлет

Эпĕ çĕнĕ статья çыртăм, анчах та ăна Шырав урлă утпма май çук тӳрлет

Ку вăл Википеди серверĕсен уйрăлăхĕ. Шырав урлă тупăнакан пулма сирĕн кĕтме тивĕ. Пĕр-ик кун та, уйăх таран ку вăхăт тăсăлма пултарать.

Ботсем камсем вĕсем? тӳрлет

Ботсем кулленхи ĕçе тума пулăшаççĕ. Тĕплĕнрех Википеди:Ботсем статьяна пăхăр.