Васильева Людмила Николаевна

Людмила Николаевна Васильева, — чăваш сăвăçи. 1930 çулхи пуш уйăхĕн 15 Тутарстанăн Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралнă. 1949 çулхи çĕртме уйăхĕн 11 вилнĕ.

Людмила Васильева

Людмила Васильева
Çуралнă чухнехи ят: Васильева Людмила Николаевна
Çуралнă вăхăт: 1930, пуш, 15
Çуралнă вырăн: Таркăн ялĕ, Аксу вулăсĕ, Чистай кантонĕ, Тутар АССР, (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ), РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 1949, çĕртме, 11
Вилнĕ вырăн: Чистай хула, Чистай районĕ, Тутар АССР, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти чăваш сăвăçи
Пултарулăх çулĕсем: 1949
Жанр: поэма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăçĕ тӳрлет

1930 çулхи пуш уйăхĕн 15 Тутарстанăн Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралнă.

Ашшĕ, Хветут Микулайĕ, ăна Атнакăл Микулайĕ те тенĕ, вĕрентекен пулнă. Ăна 1934 çул пуçламăшĕнче колхоз председательне суйласа лартаççĕ. 1935 çулта колхозри выльăх фельдшерĕ правленине темиçе хутчен те тырă çыртарса илет те сутса ĕçсе ярать. Çакна пĕлсе тăракан председатель ăна юлашкинчен правленирен хăваласа кăларса ярать, урăх пĕр пĕрчĕ тырă та çырса памасть. Вара çав çын Микулая тавăрма шутланă, ăна йӳçĕ парса вĕлернĕ.

Амашĕ, Антун Кĕтерни, хут вĕренмен ахаль хресчен хĕрĕ пулнă. Çамрăклах арçынсăр тăрса юлнăскер, виçĕ хĕртен иккĕшне упраса çитереймен: Люда аппăшĕн Зоян та пурнăçĕ çамрăклах татăлнă — хĕр çирĕм тăватă çулта чухне гриппа чирлесе вăхăтсăр вилнĕ.

Людмила 1938 çулта Таркăнти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, 1942 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Çитмен пурнăçа пула виçĕ çул ун хыççăн колхозра ĕçленĕ. Вара 1945 çулта тин Илтрекьелĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренме кĕнĕ, ăна унта тӳрех улттăмĕш класа лартнă.

Çак тулли мар вăтам шкула пĕтĕмпех пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, Мухтав хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Çакăн хыççăн пĕр çул хушши Чистайри ял хуçалăх техмикумĕнче шут ĕçне вĕреннĕ. Çакă ăна пит килĕшсех пĕтмен курăнать, вăл 1948 çулхине Аксури педагогика училищине вĕренме кĕнĕ.

Хĕрача спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе аван çӳренĕ, яланах кроссене хутшăннă. Пĕррехинче вăл районти йĕлтĕрçĕсен кросĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă, унтан питĕ пиçĕхсе килнĕ хыççăн, çырмара вакă умне выртса, шыв ĕçнĕ. Кун хыççăн вăл чирлесе кайнă: унăн малашне апат анми пулнă, çиме витмен, вăл хĕне кайнă.

Сывлăхĕ хавшанăскер, утаймиех пулса çитсен, Чистай пульницине кайса выртнă. Малтан ăна, чирĕ ытла та шала кайнă тесе, пульницана илесшĕн те пулман. Çакна курсан: «Коридорта вилетĕп, ниçта та каймастăп!» — тенĕ Люда. Вара илнĕ. Унта вăл икĕ уйăх выртнă. Икĕ уйăхран ăна, сыватса çитермесĕрех, пульницаран кăларса янă. Ултă уйăхран, çăварĕнчен юн аннипе, хĕр вăхăтсăр вилсе кайнă.

1949 çулхи çĕртме уйăхĕн 11 вилнĕ.

Людмила питĕ илемле те маттур хĕр пулнă: хура мăшăр куçĕ çăлтăр пек çунса тăнă, пĕвĕ тăпăлкка та яштака курăннă. Уçă шăнкăрав пек сасăллă, çуллĕ кăкăрлă, акăш пек ярăнса утакан пике чылай каччă чĕрине çунтарнă. Вăл вилсен, ăна пытарнă чух, пĕри, илтрекьелсем, пĕтĕм халăх умĕнче унăн тупăкĕ çине ӳкнĕ, татăлса макăрнă.

Ӗçĕсем тӳрлет

Вилес умĕн тăватă кун хушшинче хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа паракан 620 йĕркеллĕ «Асăнмалăх» (1949) поэмине çырса хăварнă. Вал поэмăна нумайăш чăваш хаçачĕсемпе журналĕсенче пичĕтлесе кăларнă.

Каçăсем тӳрлет