Вăта экономика районĕ

Вăта экономика районĕ — Раççей Федерацийĕн 11 экономика районĕсенчен пĕри, ун шутне 13 федераци субъекчĕ кĕрет:

  1. Брянск облаçĕ
  2. Улатимĕр облаçĕ
  3. Иваново облаçĕ
  4. Калуга облаçĕ
  5. Кострома облаçĕ
  6. Мускав
  7. Мускав облаçĕ
  8. Орёл облаçĕ
  9. Рязань облаçĕ
  10. Смоленск облаçĕ
  11. Тĕвер облаçĕ
  12. Тулă облаçĕ
  13. Ярославль облаçĕ
Вăта экономика районĕ РФ картти çинче

Халăх йышĕ — 29 964 пин çын (1987), çĕр-шыв лаптăкĕ 485,1 пин тв. çм.

Экономика тӳрлет

Тĕп пайĕсем: транспорт машина тăвасси, электротехника, радиоэлектроника промăçлăхĕ, çăмăл (ытларах текстиль), хими промăçлăхĕ, çаплах çурт-йĕр материалĕсене хатĕрлесси. Ял хуçалăхĕ хула çумĕнчиллĕ (пахча-çимĕç, çĕрулми, сĕт-çу выльăхне ĕрчетни).

Каçăсем тӳрлет

Вар экономика районĕ 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. - БСЭ статьи.


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.