Булат-Тимур (тут. Булат Тимер, Bulat Timer, Булак-Тимер; Булак-Тимур; 1340 — 1368) — Ылтăн Урта кнеçĕ (эмир), Мынтемир ывăлĕ, уртари аристократ, Пăлхар çĕрĕн 1361—1367 çулсенчи тытăмçи.[1]

Пьяна юханшыв çинче Булат-Тимура çапса аркатни.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Булат пăхăр.

Биографи тӳрлет

1361 çулта, Хизр хана вĕлернĕ хыççăн, ал-Джадид сарайĕнчен Ылтăн Уртан Пăлхар улусне тухса тарнă. 1361 çулта Пăлхар хулине штурмласа влаçа ярса илнĕ. Пăлхар улусĕн çĕрĕнче Ылтăн Уртана пăхăнман патшалăха туса хунă, çапла ĕнтĕ Атăлçи Пăлхарăн ирĕклĕхне тавăрнă, анчах та урта эмирне пăхăннă. Мордва çĕрĕсене ярса илнĕ.

 
Азиз Булат-Тимура вĕлерет.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Греков Б. Д., Якубовский А. Ю. Золотая Орда и её падение. — 2-е изд. — М.-Л.: Изд-во АН СССР, 1950. — 10,000 экз.

Литература тӳрлет