Булаткин Николай Иванович

Булаткин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Булаткин Николай Иванович (6.8.1958, Хирлӳкасси ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 2006, нарăс, 3, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ), — чăваш драма актёрĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Николай Булаткин
Çуралнă чухнехи ят: Булаткин Николай Иванович
Çуралнă вăхăт: 1958, çурла, 6
Çуралнă вырăн: Хирлӳкасси ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2006, нарăс, 3
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РФ
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх:
Театр: Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ

Пурнăçĕ тӳрлет

1958 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлӳкасси ялĕнче çуралнă.

1975 çулта Пандиковăри сакăр çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсе Çĕнĕ Шупашкарти СГПТУна вĕренме кĕнĕ. Ăна 1978 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1978 çулăн авăн уйăхĕнчен пуçласа 1983 çулччен Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче пĕлӳ пухнă.

2006 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче пурнăçран уйрăлнă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Унăн пултарулăхĕ уйрăмах çак рольсенче паларнă: Чеховăн «Хирургия» пьесинчи фельдшер; Маривăн «Игра любви и случая» пьесинчи Арлекин; Тургенев çырнă «Бирюк» пьесинчи Бирюк. Николай Булаткин кулăшла та драмăлла пьесăсенче те выляма пултарни курăнать. Академи театрĕнче нумай çул ĕçлесе вăл нумай роль вылянă:

  • М. Горькийĕн «На дне» пьесинче — Татарин;
  • В. Ржановăн «Курам на смех» пьесинче — Канцеляров;
  • П. Осиповăн «Айтар» пьесинче — Дружко;
  • А. Артемьевăн «Салампи» пьесинче — Шамбулкин;
  • Е. Никитинăн «Вăрланă хĕр» пьесинче — Сартун;
  • Н. Сидоровăн «Шальная ночь» пьесинче — Толян;

Каçăсем тӳрлет