{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Бретань
Бретонь ялавĕ — Gwenn Ha Du


Бретань ялавĕ

Хыпар
Тĕп хула:  Ренн
Халăх:
 — Пурĕпе
 — Халăх йышлăхĕ

3 199 066 çын
118 çын/км²
Лаптăк
27 208 км²
Официаллă ячĕ  Бретань регионĕ
Герб  Питлĕх çинче юссем
Йыхрав  Намăс вырăнне вилĕм 
Эмблема  Утёсник
Официаллă чĕлхе  Франци чĕлхи
Регион чĕлхи  Бретон
Франци картти çинче вырнаçăвĕ

Брета́нь (фр. Bretagne, брет. Breizh; галло Bertaèyn) — Францин çурçĕр-анăçĕнчи регион, пĕр ятлă истори облаçĕ.

Тавралăхĕ тӳрлет

Бретань Арморикан массивĕн пайĕ шутланать, çакна пула вăл çутçанталăк енĕпе пĕрле курăнать. Çăк массив тӳрем пулать, унăн çӳллĕшĕ вăтамран, 104 метртан ытла мар. Ку Франци регионсенчен чи авалли шутланать: унăн кун-çулĕ палеозой эрăчченех пуçланнă.

Бретань — çурутрав, Атлантика океанĕ унăн 4/5 периметр çыранне хупăрлать, тĕрлĕ рельефлă çыран йĕрĕ 3 000 км тăсăлать. Океан семне пула, Бретаньре çемçерех хĕлсем (çулта 27 сивĕ кун Сен-Бриёре) тата вăтам шăрăх çусем. Çуркунне ирех пуçланать, пуш уйăхĕнченех, анчах вăраха тăсăлать. Çак чи селĕм тапхăр: дрок тата утесниксем чечекленеççĕ.

Нӳрĕкĕ сахал ӳкет (Роскофф: 760 мм), çӳлĕшсенче нумайрах — 1 000 мм ытла. Нӳрĕк сивĕре ӳкет. Çилсем кунта çыран хĕрринче хаяррăн касаççĕ, çурутравăн ăшĕнче вăрмансенче хăвăрт ачашланаççĕ.

Бретань — Франци метрополин чи анăç пайĕ, унăн территоринче Уэссан утравĕсем тата Пуэнт-де-Корсан сăмсахĕ (континентри) вырнаçнă.

Административлă пайланăвĕ тӳрлет

Бретань шутне тăватă департамент кĕрет:

Ячĕ Тĕп хула
35 Иль тата Вилен (фр. Ille-et-Vilaine, брет. Il-ha-Gwilen) Ренн (фр. Rennes, брет. Roazhon)
22 Кот-д'Армор (фр. Côtes-d’Armor, брет. Aodoù-an-Arvor) Сен-Бриё (фр. Saint-Brieuc, брет. Sant-Brieg)
56 Морбиан (фр. Morbihan, брет. Mor-Bihan) Ван (фр. Vannes, брет. Gwened)
29 Финистер (фр. Finistère, брет. Penn-ar-Bed) Кемпер (фр. Quimper, брет. Kemper)

Символика тӳрлет

Бретань ялавне — «Gwenn ha du» (тӳррĕн куçарсан — «шурăпа хĕрлĕ») 1923 çулта Морван Маршаль хайланă. Таватă шурă йăрăм бритт регионĕсемпе епископлăхĕсене — Леон (фр. Leon), Трегор (фр. Tregor), Корнуай (фр. Cornouaill), тата Ванн регионне (фр. Vannetais) пĕлтереççĕ. Пиллĕк хура йăрăм галлопа пуплекен регионсемпе епархисене: Ренн (фр. Rennes), Нант (фр. Nantes), Дол (фр. Dol), Малуин (фр. Malouin) тата Пентьевр (фр. Penthievre) кăтартать. Юса херцăк ялавĕнчен илнĕ.

Наци гимнĕ: Bro Gozh ma zadou (Аттесен авалхи çĕрĕ). Таса пирĕшти: Таса Ив / Sant Erwann / St.Yves Helori. Уяв — çăвăн 19-мĕшĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

440600 çулсенче Британи утравĕсенчен темиçе хумпа бриттсем куçса килеççĕ. Франксемпе вăрçса бретонсем хăйсен ирĕклĕхне сыхлаççĕ, çитес пинçуллăхра Бетань ирĕклĕ херцăклăх пулса тăраь.

Вăтам ĕмĕрсем тӳрлет

Вăтам ĕмĕрсенче Бретань Франципе Англи хушшинче явкаланнă. 1532 çулта вăл Францие кĕрет.

Çĕнĕ тата Çĕнĕрех самантсем тӳрлет

1963 çулта Бретань никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен Бретань ирĕклĕх фрончĕ йĕркеленет. 1964 çулта Бретань автономишĕн тăракан «Демократи Бретонь Пĕрлĕхĕ» политика партине туса хунă.

Çутçанталăк тӳрлет

Арморикăра яланах вăрман ӳснĕ, халĕ ял хуçалăхпа промăçлăх ĕçĕсене пула, вăрман тăрăхĕ сайраланать — çапах та, малтанхи пекех, Бретанин чылай çĕр питне хуплать. Броселианд вăрманĕ халапсене кĕнĕ.

Паллă вырăнсем тӳрлет

Бретанĕн чи паллă вырăнĕ — Карнак ялĕнчи менгирсем, вĕсен йышĕ 3000 яхăн. Вĕсене пирĕн эрăччен 6-3 пин çуллăхсенче никĕсленĕ, çавăнпа та вĕсем пирки урăх хыпар çук.

Кăсăк фактсем тӳрлет

Бретонсем çĕршыври чи маттур моряксем тата пулăçсем шутланаççĕ. Бретанин паллă промăçĕ — бассейнсенче — «устрица паркĕсенче» — тĕрлĕ устрицăсемпе ракушкăсене ĕрчетесси.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет