Боголюбов Александр Николаевич

Боголюбов Александр Николаевич (1900, Шупашкар, Хусан кĕперни - 1956, Мускав) — генерал-полковник, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Шупашкар хулинче çуралнă.

Боголюбов, Александр Николаевич
Ӳкерчĕк:Боголюбов, Александр Николаевич (генерал).jpg
Çуралнă вăхăт 1900 -мĕш çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Шупашкар
Вилнĕ вăхăт 1956–мĕш çулхи нарăсăн 28-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Мускав
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем 1918- 1955
Хисеп
Генерал-полковник
Генерал-полковник
Çапăçусем/вăрçăсем Граждан вăрçи Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ
1 степеньлĕ Кутузов орденĕ I степеньлĕ Богдан Хмельницкий орденĕ «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
Отставкăра 1955

Кунçул тӳрлет

Геройăн ашшĕ, Николай Матвеевич Боголюбов, хальхи Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел чăваш ялĕнчен тухнă çын пулнă, Атăл пăрахучĕ çинче механик пулса ĕçленĕ; ир вилнĕ[1][2]. Амашĕ, Надежда Ивановна, вырăнти спирт савутĕнче ĕçленĕ.

Александр Боголюбов 1918-мĕш çулта Хĕрлĕ Çар ретне кĕнĕ, граждан вăрçине хутшăннă.

1920-мĕшпе 1938-мĕш çулсем хушшине нумар çар шкулĕ пĕтернĕ: дислокаци аслă шкулĕ (1920), Аслă çар çыхăну шкулĕ (1924), М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕ (1931), Генераллă штабăн çар академийĕ (1938).

1924-мĕш çултан взвод, рота, батальон командирĕ. 1931-мĕш çултан - штаб пуçлăхĕ, çыхăну полкĕн командирĕ, каярах перевçĕ корпусĕн çыхăну пуçлăхĕ тата штабăн операцилле уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1938-мĕш çулта Тĕп штабĕн çар академин вĕрентӳçи.


Вăрçă пуçлансан Резерв фрончĕ штабĕн операцилле пайĕн пуçлăхĕ, 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен.

1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Боголюбов генерал-лейтенанта Тĕп штабĕн операциллĕ управлени пуçлăхĕн çумне лартаççĕ, 1942-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче ăна каллех 43-мĕш çар штабĕн пуçлăхне лартаççĕ.

1942-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче Боголюбов Тĕп штабĕн операцилле управленин пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ. Каярах тĕрлĕ фронтсенче штаб пуçлăхĕ: Çурçĕр_Тухăç, 1-мĕш Украина, 2-мĕш Беларуç.

Çапăçусне харсăр ертсе пынăшăн ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ (№ 5544).

1945-мĕш çулхи çĕртмере Çурçĕр çар ушкăнĕн штаб пуçлăхĕ, 1945-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен вăл Генераллă штабăн çар академийĕнче оперативлă тактика циклĕ, кафедра пуçлăхĕ, пуçлăхĕн çумĕ. 1951-мĕш çулхи пуш уйăхĕнчен 1953-мĕш çулхи çурла уйăхĕччен Аякри Тухăçри çарсен командующин çумĕ, 1953-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен 1955-мĕш çулхи юпа уйăхĕччен çар тата физика хатĕрленĕвĕн Тĕп управленин пуçлăхĕн çумĕ.

1955-мĕш çулта запаса кайнă.

1956 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Мускав хулинче вилнĕ.

Чыславсем тӳрлет

  • 2 Ленин орденĕ
  • 4 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • 2 I степеньлĕ Суворов орденĕ
  • I степеньлĕ Кутузов орденĕ
  • I степеньлĕ Богдан Хмельницки орденĕ (СССР)

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Трофимов, Прохор. Пирĕн мухтавлă ентеш. — Ялав, 1990, №5 (май). — С. 9. (Ашшĕн тулли ятне ку çăлкуçра асăнман).
  2. ^ Официальный портал Администрации Ленинского района г.Чебоксары. — 09:40 09 декабря 2013 г.


Вуламалли тӳрлет

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382

• Марфин Ю.П. Доброволец из Чебоксар. Ч., 2000.

Каçăсем тӳрлет

  Боголюбов Александр Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче