Бенджамин Гиза Аффлек (акăл. Benjamin Geza Affleck) — АПШ актёрĕ тата сценарçă. 1972 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Беркли хулинче çуралнă.

Бен Аффлек

1998 çулта Мэтт Дэймонпа пĕрле «Ăслă Уилл Хантинг» фильм валли çырнă сценаришĕн Оскар премине тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Джильи», «Шăпăрлан» тата «Тӳлев вăхăчĕ» фильсенчи вылянă сăнарсемшĕн «Ылттăн хăмла çырли» хирĕçле-премине тивĕçнĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

Дженнифер Гарнер актрисăна качча илнĕ.