Бамакофр. Bamako
Хула гербĕ
Патшалăх: Мали
Регион: Тĕп
Никĕсленĕ: XVII ĕмĕр
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: (2009)
Хула лаптăкĕ: 252 км2
Геогр. анлăхĕ: 12°38′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 7°59′ х. т. д.



Бамако́ (фр. Bamako) — Мали тĕп хули. Хула Нигер шывĕ хĕрринче, çĕршывăн кăнтăр-хĕвеланăç пайĕнче вырнаçнă. Çынсем кунта палеолит тапхăрĕнчех пурăннă, анчах хулана XVII ĕмĕрте никĕсленинеçирĕплетеççĕ.

Tour d'Afrique - Bamako


Этимологи тӳрлет

Халаппа килĕшӳллĕн, малтанхи пуракан Бамба сунарçă пулнă çавăнпа Бама ко (Бама юханшывĕ) ят илнĕ. Тепĕр версипе ячĕ Бама сăмахран (бамбара чĕлхинче крокодил тенине пĕлтерет). Çавăнпа хула ячĕ - крокодилсен юханшывĕ. Хула гербĕ çине виçĕ крокодил ӳкернĕ.


Демографи тӳрлет

 
«Сотрума» — Бамака хулинчи маршрутлă такси

. Хулара халăх йышĕ питĕ хăвăрт ӳсет. 1884-мĕш çулта 2500 çын, 1908-мĕш çулта - 8 пин, 1945-мĕш çулта - 37 пин, 1960-мĕш çулта - 100 пине яхăн. Çавăн пек хăвăрт халăх шучĕ ӳснипе хулара пысăк проблемăсем пухăнаççĕ (таса шыв çитменни, траспорт çӳреме кансĕр, экологи тата ытти те).

Транспорт тӳрлет

Бамако чукун çулпа Сенегал тĕп хулипе, Дакарпа çыхăннă. Çĕршыври пысăк хуласем (Куликоро, Кати, Сегу, Сикассо) патне çулсем тунă. Бамако аэропорчĕ (Bamako-Sénou International Airport) хуларан 15 çхра вырнаçнă. Хулара Нигер юханшывĕ урлă 3 кĕпер хывнă. (пĕрремĕшне 1960 çулта, иккĕмĕшне — 1992 çулта, виççĕмĕшне 2011 çулта хута янă).

Тăванла хуласем тӳрлет

Лион, Марсель, Бордо тата Уагадугу хулисемпе килĕшӳсем тунă.


Каçăсем тӳрлет



Африкăн тĕп хулисем
Абуджа | Аддис-Абеба |Аккра |Алжир | Антананариву | Асмэра | Бамако | Банги | Банжул | Бисау | Браззавиль | Бужумбура | Виктори | Виндхук | Габороне | Дакар | Джибути | Додома | Каир | Кампала | Кигали | Киншаса | Конакри | Либревиль | Лилонгве | Ломе | Луанда | Лусака | Масеру | Малабо | Мапуту | Мбабане | Могадишо | Монрови | Морони | Найроби | Нджамена | Ниамей | Нуакшот | Порт-Луи | Порто-Ново | Прая | Претори | Рабат | Сан-Томе | Триполи | Тунис | Уагадугу | Фритаун | Хараре | Хартум | Ямусукро | Яунде | Ытти çĕрсем: Джеймстаун | Сен-Дени | Йышăнман патшалăх тĕп хулисем: Харгейса | Эль-Аюн