Аспарух (болг. Аспарух) (Исперих, Есперих) (640 тĕл.—700) — пăлхар йăхĕсен ханĕ, Тулă ăрăвĕнчен тухнă, Танайçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенĕ. 700 çулта аварсемпе е хасарсемпе çапăçса паттăррăн пуçне хурать.

Хан Аспарух палăкĕ. Болгари.

Истори тӳрлет

Аспарух Аслă Купратăн кĕçĕн ывăлĕ пулнă. Ашшĕ вилнĕ хыççăн, 642 çулта пăлхар патшалахĕн пĕр пайĕ ун патне куçнă. Хасарсем пăлхар йăхĕсем пайланнă пирки вĕсем çине тапăннă, вара Аспарух уртин çав тăшмансемпе çапăçма тивнĕ. Тăшмансем тĕксе пынипе, Аспарух халăх ушкăнĕ Танай шывĕ каçса вырнаçнă. Висанти çарĕсемпе çапăçнă, Добруджи хулине туртса илсе 679 çулта Танайçи Пăлхар патшалăхне никĕсленĕ. Çак патшалăхра ертсе пыракан пăлхарсем сахал шутлă пулнă, халăхĕ славян çыннисенчен тăнă. Шĕкĕр хулине Плиска хулине лартнă. Висанти императорĕ Константин IV пăлхар çĕрĕсене пăхăнтарасшăн вăрçнă, анчах та висантисем Аспарух çарĕсене çĕнтерейме пултарайман. Висанти танайçи пăлхарсене 681 çулта ирĕклĕ патшалăх тесе йышăннă, килĕшӳ хутне çырнă. 689 çулта Аспарух лăпкăлăх хутне пăсса Висанти çарĕсене Фраки çĕрĕнче çапса аркатать. Унăн ывăлĕ-хĕрĕ пулман, çавăнпа ун хыççăн астула Тулă ăрăвĕнчи Тервел çарпуçĕ йышăнать.

Вуламалли тӳрлет

  • Именник болгарских ханов.
  • Никифор, патриарх Константинопольский, "Краткая история со времени после царствования Маврикия".
  • Феофан Исповедник, "Жизнеописания византийских царей".
  • Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
  • Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
  • «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа».
  • Артамонов М.И.
  • Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
  • Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
  • Ив. Шишманов, Танайçи болгар тĕпчевçи, ""
  • К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
  • Гумилев Л.Н., "Древние тюрки"
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
  • "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
  • Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ĕнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.

Курмалли тӳрлет

  • "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ĕнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Болгари.


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |