Арарат тăвĕ çинчен Ной анни (Айвазовский)

«Арарат тăвĕ çинчен Ной анни» (çаплах «Ной Арарат çинчен анать»[1]) — Иван Айвазовскин 1889 çулта çупа çырнă ӳкерчĕкĕ. Кивĕ халалри эпизода кăтартнă: Ной çĕр çине Пĕтĕм тĕнчене шыв илни хыççăн анать. Унпа пĕрле Арарат тăвĕнчен Ной арчинче çăлăнса юлнă унăн ывăлĕсем, арăмĕ, ывăлĕсен арăмĕсем тата нумай чĕрчун.

Иван Айвазовский
Арарат тăвĕ çинчен Ной анни, 1889
Пир, çу. 128×218 см
Эрмени наци галерейи, Ереван

Пĕрремĕш ăстрăм ӳкерчĕке Парисре кăтартнă. Каярахпа Айвазовский ăна Çĕнĕ Нахичеваньри шкула парнеленĕ. Ереванра ӳкерч ĕке Мартирос Сарьян 1921 çулта, Граждан вăрçи вăхăтĕнче, илсе кайнă.[2] Халĕ ăна Эрмени наци галерейинче курма пулать.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Армянская коллекция живописи Национальной галереи Армении.
  2. ^ Хачатрян Ш. Г. Айвазовский известный и неизвестный. — ISBN 5-89850-030-8