Арарат Ереван ФК

«Арарат» (Ереван) (эрм. Արարատ) — 1935 çулта йĕркеленĕ футбол клубĕ. 1949—50, 1960—63, 1965—91 çулсенче ушкăн СССР чемпионатĕнче ăмăртнă. 1973 çулта «Арарат» чемпион пулса тăрать, СССР футбол Кубокне çĕнтерсе илет. 1971, 1976- (çуркунне) çулĕсенче чемпионатăн кĕмĕл медальне тивĕç пулать, 1975 çулта каллех Кубока çĕнтерсе илет.

Пурĕпе клуб СССР-н 33 чемпионатне хутшăннă, пĕтĕмпе 1026 матч ирттернĕ. Вĕсенчен 352-не выляса илнĕ, 280-не танла шутпа вĕçленĕ, 394-не выляса янă, 1150 пӳске (гол) тапса кĕртнĕ, 1306 — хăйсем кĕртсе янă. 1988 çул тĕлне ушкăн виçĕ еврокубок ăмăртăвĕсене хутшăннă. СССР юлашки чемпионатĕнче 1991 çула клуб 7-мĕш вырăнта вĕçленĕ.

Малтанхи ятсем тӳрлет

  • 19351937 - «Спартак» Ереван,
  • 19381953 - «Динамо» Ереван,
  • 19541962 - «Спартак» Ереван,
  • 1963 — ...... - «Арарат» Ереван

Тренерсем тӳрлет

Командăна Александр Пономарёв, Николай Гуляев, Никита Симонян, Аркадий Андреасян хатĕрленĕ.

Çитĕнĕвĕсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.