Апрель тезисĕсем

«Апрель тезисĕсем» — В. И. Ленин 1917 çулти ака уйăхĕнче Петрограда эмиграцирен таврăнсан влаçа ярса илсе буржуази-демократи революцине социализм революцине куçарма сĕннĕ раççей большевикĕсен Февральти революци хыççăн ĕçсене тумалли программи. Тезиссен текстне большевиксен «Правда» хаçатĕнче акан 7-мĕшĕнче пичетленĕ.

В. И. Ленин Апрель тезисĕсемпе Петроград рабочисемпе салтаксен депутачĕсен канашĕн трибуни çинчен калаçни. 1917 çул, акан 4-мĕшĕ.


Малтанхи истори тӳрлет

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн В. И. Ленинпа Карл Каутский - Европăри социал-демократи идеологĕ - хушшинче тавлашусем пулса иртнĕ. Ленин тезисĕпе, империализм - капитализм чи çӳллĕ те юлашки стадийĕ шутланать. Каутский шухăшĕпе, капитализм тата тепĕр стадие — ультраимпериализма - куçать, ун чухне чи вăйлă наци империализмĕ ыттисене хăй айне тăвать те, тулаш политикăна картельсем тытса пыраççĕ. Çак процеса алла илес тесе, Каутский ытти оппортунистсемпе пĕрле, марксистсен партисене буржуазипе пĕрле хутшăнса икĕ партиллĕ системăсен сулахай флангĕ тума сĕннĕ. Çакăнтан ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче раççей меньшевикĕсем йышăннă европа социал-демократийĕн социализм майĕпен капитализма кĕрсе пырас догма шăтса тухать, вăл конвергенци — социализмпа капитализм юлашкин условисемпе интеграциленни - пулать те. К. Маркс çакнашкал контрреволюцилле пăрăнчăка сиснĕ, малалла çак шухăша Ф. Энгельс тăсса пынă - буржуази икĕ партипе выляса влаçа алран кăлармасть. Мĕншĕн-хе çак пăрăнчăк Анăçра тымарланнă? Энгельс çырнипе, империсенчи эксплуататорсемпе эксплуатациленекенсем колонисенчен пĕрле юн ĕмеççĕ, пропорциллĕ мар пулин те, çапла вара хăйсен килĕнче классем хушшинчи лăпкăлăха анлăлатаççĕ.

Ленин вара ăнланман-ши Каутский тĕрĕс шутланине, ультраимпериализм килесси — кĕтмелле кăна пулнине? Питĕ лайăх чухланă! Мĕншĕн ара хирĕç тăнă? Оппортунизмран хăйпăнсан, социализм революцине нацие ирĕке кăларас кĕрешӳпе пĕрлештерсе Раççее ультраимпериализм (вăлах хальхи глобализм) ытăмĕнчен туртса илсе çĕршыва пачах урăхла çĕнĕ тĕнче-системăн центрĕ туса хума тĕл тунă. Глобализм Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине выляса илсе тĕп империсене пĕтернĕ пулин те, Аслă Октябрь ăна самаях чарса хурать (Çавăнпа ĕнтĕ АПШ В. Вильсон пуçтарнă Нацисен Лигине кĕмен. Тӳрех май килменнипе вăйăна малалла тăснă - Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине чĕртсе янă. [1]).

Çапах та, троцкизм пирки манса каяс çук — ăна хăй вăхăтĕнче ССКП сыхă пулманнипе йынăш туса тĕпчемен. 1903 çултанпа РСДРП йышĕнче икĕ фракци — большевиксен тата меньшевиксен - пулнă. 1917 çулти Февраль революцийĕ хыççăн вĕсем пачах уйрăлса кайнă — «респектабеллĕ» меньшевиксем влаçа кĕрсе ларнă. Çакăн чухне вырăс социал-демократин Анăçри кураторĕсем большевиксене алран вĕçертнĕ, вĕсене каллех çăварăхлас тесе Троцкие меньшевиксен «районсем хушшинчи ушкăнĕпе» пĕрле партие кĕртсе янă.

«Икĕвлаçлăх» хуçаланнă тапхăрта, Вăхăтлă правительство тата Петроград Канашĕ, Раççей империйĕ тĕнче вăрçине малалла епле хутшăнас пирки пĕр шухăшлă пулман. РСДРП(б) пайташĕсем («большевиксем») Петроград Канашĕнче нумаййăн пулманнипе сулахай чылайрахăшĕн позицине тытса пынă. Вĕсем политикăра диалог енĕпе шуçса пырасшăн пулнă. РСДРП(б) ертӳçи В. И. Ленин эмиграцире пулнăскер, вăрçă алхаснă чухне «икĕвлаçлăх» ситуацине çапла анализ тунă: политикăлла диалог меслечĕ, тем тусан та, Петроканашри сулахай чылайрахăшĕ Вахăтлă правительствăна политкăлла пусармалли меслет çине куçать, вара Вăхăтлă правительство сулахай чылайрахăшне вăйпах хавшатать, каярах — Февраль революци демократи çĕнсе илннисене пачах пĕтерет.

Ленин шухăшĕпе, Вăхăтлă правительствăпа Петроканаш хушшинчи политика конфликчĕ вăрçă вăхăтĕнче чылая пымалла, çак вара патшалăхăн экономикине хавшатать, вырăс çарĕнче анархие алхастарать те пур фронтра та ĕç-пуç арканса кайĕ, Раççейĕн пысăк çухату тӳссе  — Тĕнчери Патшалăх статусне пăрахса - вăрçăран тухма тивĕ. Çапла Ленин шутланипе Вăхăтлă правительствăпа Петроград Канашĕ хушшинчи вăрçă ыйтăвĕпе хирĕçнисем килĕшмелле мар — антагонизмла - пулаççĕ, вĕсене патшалăхри пĕтĕм влаçа Петроканаша парсан çеç уçса пама пулать.

Постулатсем тӳрлет

 
В. И. Ленин Апрель тезисĕсене малтан çырса хунисем.

«Апрель тезисĕсен» шутне 10 постулат кĕрет:

  1. Вăрçăна хаяррăн сивлени («вăрçăна чăннипех демократи майĕпе, пусмăррăн мар майĕпе, лăплантарас тесен капитала аркатмалла»), «революцилле хӳтĕленессинчен» пĕтĕмпех уйрăлни;
  2. Революцин «буржуази-либераллă» тапхăрĕ вĕçленнĕ, «социализм» революцийĕ еннелле каймалла та влаçа пролетариатпа чи чухăн çĕр ĕçтешĕсен аллине памалла;
  3. «Вăхăтлă правительство» майлă пачах пулмалла мар;
  4. Вак-тĕвек буржуази оппортунизмĕн элеменчĕсене хирĕç тăрса патшалăхри пĕтĕм влаçа рабочи депутачĕсен канашне памалла;
  5. Парламент республики мар, Рабочисен, батраксен тата çĕр ĕçтешĕсен депутачĕсен канашĕсен республики, пĕтĕм çĕршывĕпе, аялтан çӳле çити, полицие, çара тата бюрократи аппаратне салатасси, пĕрмайхи çар вырăнне мĕнпур халăха хĕçпашаллантарасси; Пур чиновника, кирек хăш вăхăтра улăштарса суйласа, лайăх рабочин вăтам шалăвĕнчен ытла тӳлемелле мар.
  6. Аграри реформи — помещиксен мĕнпур çĕрне конфискацилемелле, çĕршыври пур çĕре те национализацилемелле;
  7. Банк реформи — çĕршыври мĕнпур банкран рабочисен депутачĕсен канашĕсем контроллекен нацин пĕрлĕ пĕр банкне тумалла;
  8. Канашсем пĕрлĕ производствăна тата продуктсене валеçнине контроллемелле;
  9. РСДРП(б) «парти задачисем» (Коммунистсен партийĕ ята куçарасси çав шутра);
  10. «Интернационала çĕнетесси».

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ [Ф. Фош тата У. Черчилль, кашни хăй тĕллĕн, Версаль килĕшĕвне «20 çуллăха вăрçма чарăнни тенĕ»]

Литература тӳрлет

Каçăсем тӳрлет