Антипов Василий Иванович

Василий Иванович Антипов (1937, кăрлач, 17, Хурашыв ялĕ, Клевлĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ çур.) — чăваш прозăçи, сăвăçи.

Энтип Ваççи
Çуралнă чухнехи ят: Антипов Василий Иванович
Çуралнă вăхăт: 1937, кăрлач, 17
Çуралнă вырăн: Хурашыв ялĕ, Клевлĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 2017, авăн, 1
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, прозăçи,
Пултарулăх çулĕсем: 1950 - х.в.
Жанр: сăвă, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем:
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1992).
Антипов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1992), СССР ÇП пайташĕ (1977)[1].

Биографи тӳрлет

1937 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнчи Клевлĕ районĕн Хурашыв ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ялти клуб ертӳçи, чукун çул çыхăнăвĕнче юсакансен бригадирĕ, слесарь пулса ĕçленĕ.

Чăваш çĕршывне куçса килсен Çĕнĕ Шупашкарта стройкăра ĕçленĕ, каярах нумай тиражлă хаçатăн тата вырăнти радиокалаçу редакторĕ пулса тăрăшнă.

1974-1977 çулсенче Энтип Ваççи Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тата тĕп редакторĕнче вăй хунă. Каярах вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата СССР ÇП çумĕнчи аслă литература курсĕнче вĕренсе тухнă, унăн хыççăн Чăваш Республикин Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн литконсультанчĕ тата правлени председателĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Пултарулăхĕ тӳрлет

  • Алăри асамат. Сăвăсемпе поэмăсем. Шупашкар, 1976. - 96 с.
  • Пыл çунă ир. Сăвăсем, поэмăсем. Шупашкар, 1979. - 272 с.
  • Çăлкуç. Шупашкар, 1974. – 63 с.

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Василий Энтип // Çилçунат. – 2000. – № 10-12. – С. 27.
  • Осипов, Н. Пĕр сăвă тишкерĕвĕ / Н. Осипов // Хыпар. – 2009. – 17 нарăс. – С. 4.
  • Сементер, Ю. Шавлать сĕм вăрман, ешерет кăлкан / Ю. Сементер // Хыпар. – 1997. – 17 кăрлач.
  • Ставский, М. Чун чанĕ / М. Ставский // Григорьев, Н. Сăмах вăйне туйса / Н. Григорьев, М. Ставский. – Шупашкар, 1992. – С. 212-226.
  • Юман, А. Энтип Ваççи / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). – 1996.– 21 дек.
  • Афанасьев, П. Эндип (Антипов) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 523-524.
  • Скворцова, О. В. Интеллектуальные поиски чувашской лирики как характерная черта поэзии второй половины XX в. : [о лирике Н. Теветкеля, Ю. Айдаша, В. Эндипа] // Скворцова, О. В. Чувашская лирика второй половины XX века / О. В. Скворцова. – Чебоксары, 2010. – С. 35-58.
  • Тимуков, А. Н. Эндип (Антипов) Василий Иванович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 504.
  • Хузангай, А. Где искать радугу? // Хузангай, А. Поиск слова / А. Хузангай. – Чебоксары, 1987. – С. 159-172.
  • Ялгир, П. Энтип Ваççи (Антипов Василий Иванович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 147.
  • Чувашская АССР. Верховный Совет. О присвоении почетного звания "Заслуженный деятель искусств Чувашской АССР" : Указ Верховного Совета Чувашской АССР от 10 декабря 1992 г. // ГИА ЧР. Ф.Р-1041. Оп.6. Д.2323. Л.244.