Андреев Кирилл Дементьевич

Андреев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Кири́лл Деме́нтьевич Андре́ев (1901—1972) — Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăнакан, Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 163-мĕш стрелоксен дивизин 1318-мĕш стрелоксен полкĕн батальонĕн парторгĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ, аслă сержант, чăваш.

Кирилл Дементьевич Андреев
Ӳкерчĕк:AndreevKik.jpg
Çуралнă вăхăт 07 утă 1901
Çуралнă вырăн Пăслăк ялĕ
Пишпӳлек районĕ
Раççей Империйĕ
Вилнĕ вăхăт 02 кăрлач 1972
Вилнĕ вырăн Пишпӳлек
Пишпӳлек районĕ
Пушкăрт АССР
СССР
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем 1941-1945
Хисеп
Аслă сержант
Аслă сержант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ
Отставкăра
Лейтенант
Лейтенант

Кун-çулĕ тӳрлет

Граждан вăрçинче хĕрлисем енче çапăçнă. Çавах ВКП(б) ретне 1941-мĕш çулта çеç кĕнĕ. Мияки районĕнчи "Канаш" ялхуçалăх артельне ертсе пынă. Каярах, Пелепейри вĕрентекенсен училищине пĕтерсен, 1928-141-мĕш çулсенче вĕрентекен, тата Миякипе Пишпӳлек районĕнчи пуçламăш шкулсенче директор пулса ĕçленĕ.

Хĕрлĕ Çара 1941-мĕш çулхи çурла уйчĕнче чĕнсе илнĕ, политĕçтешсен курсĕнче пĕлӳ илсен, авăн уйăхĕнче фронта лекнĕ. Аслă сержант пулнă май 1318-мĕш перевçĕсен полкĕн парторгĕ пулса тăнă.

1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Андреев салтаксем ушкăнĕпе Киевран кăнтăрарах Днепр урлă каçнă. Çӳллĕ вырăна йышăнса лайăх хутĕленнĕ хыççăн Андреевăн салтакĕсем пăшалсемпе пулеметсенчен вăйлă пеме тытăнса тăшманăн хӳтĕлевне путарнă. Çавăнпа перевçĕсен ротисем вăрман уçланкине пыма пултарнă.

Гитеровецсем совет салтакĕсене плацдарăмран хăваласа ярас шухăшпа тапăнма тытăнсан, Андреев чи малтан аткăна çĕкленсе фашистсем çине гранатăсем пăрахса хăйĕн çыннисене хавхалантарнă.

Аманнă хыççăн, 1945-мĕш çул пуçламăшĕнче, Андреев лейтенанта запаса янă. Пишпӳлек районĕн ĕçтавкомĕн председатĕлĕ, районта перекет кассине ертсе пынă.

Чыслани тӳрлет

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ (29.10.1943).

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет