Александров Анатолий Александрович (политик)

Александров Анатолий Александрович, — чăваш политикĕ. 1938 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка ялĕнче çуралнă. 2006 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чĕри тапма чарăннă.

Кун-çулĕ тӳрлет

1957-1960 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн Анатолий Александрович Шупашкарти агрегат заводне резьбошлифовщике ĕçе кĕнĕ, 1965 çултанпа «Текстильмаш» заводра ĕçленĕ, унта 2002 çулччен вăй хунă. Тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăнине пула вăл пысăк квалификациллĕ ăстаçă пулса тăнă, производствăран каймасăр машиностроени техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă.

Анатолий Александрович вун-вун техника çĕнĕлĕхе кĕртнĕ. 1974 çулта производствăри пысăк кăтартусемшĕн Анатолий Александрова Социаллă Ĕç Паттăрĕ ятне панă.

Пуян опытне Анатолий Александров хăйĕн юлташĕсене панă. Заводра Александровсен ĕç династийĕ йĕркеленнĕ, вăл паян та Шупашкар хулин машиностроени комплексне аталантарассине хăйĕн пысăк тӳпине хывать.

Анатолий Александрович общество ĕçĕнче те хастар пулнă, Чăваш Енре пысăк ят-сум тата хисеп çĕнтерсе илнĕ, СССР Аслă Канашĕн вунпĕрмĕш суйлаври депутатне, Чăваш АССРĕн саккăрмĕш, вуннăмĕш суйлавсенчи Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. Вăл республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăйĕн пысăк тӳпине хывнă.

Чысĕсем, парнесем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет