Алапӳ е Улавăкăр (тут. Alabuğa, выр. Елабуга) — Тутарстан хули, Алапӳ районĕн административлă тĕпĕ.

Шуйттан турулĕ (Şaytan qalası) Атăлçи Пăлхартан тăрса юлнă хăй евĕрлĕ палăк.
Хусан урамĕ.
Спас урамĕ.
Гассар урамĕ.

Алапӳ хулин тата Алапӳ районĕн пуçлăхĕ, Алапӳ пĕрлешӳллĕ канашĕн халăх депутатачĕсен ертӳçи — Гафуров Ильшат Рафкатович (1998 çулхи ака уйăхĕнчен).

Тавралăхĕ тӳрлет

Хула Чулман Атăлăн сылтăм çыранĕнче, Тойма шывĕ юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Хусана çитме — 215 çухрăм. Çĕр лаптăкĕ — 18,4 çм².

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ тӳрлет

2005 çулта 69,4 пин çын пурăннă. 1995 çулта — 65,8 пин çын. Халăх çыравĕ (1989) тăрăх: кунта вырăссем (58,7 %), тутарсем (34,3 %), чăвашсем (1,7 %) пурăнаççĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

Хула Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн карманĕ пулнă, халĕ кунта карманăн авалхи ишĕлчĕкĕсем (Чёртово городище) пур. 2007 çулта Алапӳ 1000 çул тултарать. Çавăн пирки пысăк уяв пулать!

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет