Айдак Аркадий Павлович

Аркадий Павлович Айдак (1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕ, Чурпай ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР — 2012 çул, Чурпай ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Республики, РФ)— СССР, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979), РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985). Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп палли», «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ (2012)[1].

Аркадий Павлович Айдак
Çуралнă вăхăт 1937, çĕртме, 7
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2012, авăн, 9
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш АССР, Раççей Федерацийĕ
Гражданлăх СССР
РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хисеп орденĕ
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орден — 2008
Ӳкерчĕк:Заслуженный работник сельского хозяйства.png

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Айдак Аркадий Павлович 1937 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпайра çуралнă. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагигика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1960 çулта ПСÇЛКС Чăваш обкомĕн вĕренекен çамрăксен инструкторĕ, 1961 çулта — ССКП Етĕрне райкомĕн пропагандисчĕ, ПСÇЛКСăн Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1962 çулта «Ленинская искра» (чăв. Ленин хĕлхемĕ) колхозăн парторганизацин пĕрремĕш секретарĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

1964 çулта ăна «Ленинская искра» (чăв. Ленин хĕлхемĕ) колхозăн председателĕ пулма суйланă. Çак вырăнта вăл 43 çул тăрăшнă. Айдак ертсе пынă колхоз Совет Союзĕнче чапа тухать. Аркадий Павлович колхоз ертӳçинче вăй хунă тапхăрта 270 гектар лаптăк çинче çамрăк вăрман ӳсме тытăннă, 84 гектар лаптăк çинче 64 пĕве пӳлнĕ, «Ачак» этно-çутçанталăк паркне тата юланутçăсен шкулне (35 юланут) йĕркеленĕ, шкулсене, клубсене, санаторий туса лартнă.

Чыславсемпе парнесем тӳрлет

Аркадий Айдака чылай орденпа тивĕçтернĕ:

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе,
«Хисеп палли» орденĕпе,
СССР ВДНХ ылтăн медалĕпе
медальсемпе.
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1994),
  • Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1997),
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1979),
  • РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1985),
  • Раççей Федерацийĕн хисеплĕ çĕрйĕркелӳçи.

Аркадий Айдака СССР халăх депутатне (1989), Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне (1985) суйланă. Çаплах ăна вăл районти тата ял совечĕсен депутачĕ те пулнă.

Асăнмалăх тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет