Автономлă Крым Республики

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Крым (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Крым Республики пăхăр.

Автоно́млă Крым Респу́блики (АКР, Кры́м; укр. Автономна Республіка Крим, АРК, Крим, выр. Автономная Республика Крым, АРК, Крым, крым-тут. Qırım Muhtar Cumhuriyeti, QMC, Qırım) — Украина шутĕнчи автономлă республика.


Автономлă Крым Республики
Автономная Республика Крым
Автономна Республіка Крим
Qırım Muhtar Cumhuriyeti
АКР ялавĕ АКР гербĕ
Автономлă Крым Республикин ялавĕ Автономлă Крым Республикин гербĕ
Крым Украина картти çинче
Крым Европа картти çинче
Тивĕçĕ: «Процветание в единстве»
Гимнĕ: Нивы и горы твои волшебны, Родина
Политика статусĕ автономлă республика, Украина
Официаллă чĕлхесем украин
Регион офицаллă чĕлхисем вырăс, крым тутар[1]
Тĕп хули Симферополь
Пысăк хуласем Симферополь, Керчь, Евпатори, Ялта, Феодоси
АРК министăрсен Канашĕн Председателĕ (Премьер-министр) Виктор Плакида
Автономлă Крым Республикин Асла Ради Председателĕ Анатолий Гриценко
Территори 26,2 пин çм²
Халăхĕ 1 994 300 çын (2005)
Тытăнса тăрать 14 района
11 хула респ. пăхăнăвĕнчи
Интернет-домен .crimea.ua
Телефон кодĕ +380-65
Автомобиль номерĕсен кодĕ АК (малтан КР, КО, РК, МЯ, 01)
Вăхăт тăрăхĕ UTC+2

Кун-çулĕ тӳрлет

Тĕп статья: Крым кун-çулĕ


  • Авалах Крымăн кăнтăр çыранĕ енче тата ту-сăрт çинче тавăрсем пурăннă.
  • XII ĕмĕрчен çеçенхир Крымра киммерисем пурăннă.
  • п. эрч. VII ĕмĕрте скифсем киммерисене Крым ри ту таврашне хăваласа янă.
  • п. эрч. VII—VIII ĕм. — Крыма грек колонисчĕсем кĕреççĕ
  • п. эрч. V ĕм. — тухăç Крымри грек хулисем Боспор патшалăхне пĕрлешеççĕ.
  • п. эрч. 422 çул — грексем Тавăр Херсонесĕ туса хунă.
  • п. эрч. III—II ĕм. — Скиф патшалăхĕн центрĕ Тăнăвар çумĕнчен Крыма куçать.
  • п. эрч II ĕмĕрскифсем, Скилурпа унăн Палак ывăлĕ иертсе пынипе, грек хулисемпе тинĕс гаванĕсемшĕн кĕрешме тытăнаççĕ. Грексен енче — Понт патши Митридат VI Евпатор, Крыма Диофант çарĕсем пырса кĕреççĕ. Диофант çарĕсем скифсен патшалăхне çĕмĕрсе грек хулисеене Понт йышне хушать.
  • Пирĕн эрăччен 107 çул — скиф Савмак пăлхав çĕклет, ăна Митридат пусарать те вăхăтлăха Боспорта, Херсонесре хуçа пулать.
  • п. эрч. 63 çул — Понта Рим империйĕ çĕнтерсе илет, крым хулисем римсен влаçне лекеççĕ. Рим империйĕ Крымра хуçа пулса тăрать.
  • I ĕмĕр — сарматсем çеçенхир Крыма килеççĕ.
  • II ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — Боспор патшалăхĕ Крымри юлашки скифсемпе вăрçаççĕ. Скифсем парăнаççĕ те вĕсен çĕрĕсене Боспор, Рим тата сарматсем пайласа илеççĕ.
  • III ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсеччен — сутă-илӳ сарăлăть.
  • III ĕмĕрĕн варри — готсем тапăнса кĕрсе малтан римсен айĕнче пулнă çĕрсене (Херсонессăр пуçне), Боспор патшалăхне пăхăнтараççĕ. Готсем Боспор хулисенче хуçаланса пират ĕçне каяççĕ.
  • 269—270 çç. — Рим çарĕсем варварсене Тăнай лешьенне хăваласа яраççĕ. Пиратсен флочĕ Греци патĕнче пĕтет.
  • 375 çул— хунсем тапăнаççĕ, Боспор патшалăхне аркатаççĕ.
  • IV—V ĕмĕрсем — майĕпен Рим (Висанти) империн влаçĕ Крым тăвĕсем çине таврăнать. Хунсенчен çăлăнса юлнă готсем Висанти айне лекеççĕ.
  • VI ĕмĕрĕн вĕçĕ — Тĕрĕк хаканлăхĕ тухăç Крыма тапăнса кĕрсе вăхăтлăха Боспора туртса илет.
  • VII ĕмĕрĕн вĕçĕнче пĕтĕм Крым çĕрне Висанти влаçĕ айĕнчи Херсонес хулисĕр пуçне, хасарсем ярса илеççĕ.
  • X ĕмĕр — хасар хаканлăхне аркатнă хыççăн çеçенхир Крымĕ печенегсем айне пулать.
  • XI ĕмĕр — çеçенхир Крымне кăпчаксем ярса илеççĕ.
  • XIII ĕмĕр — Висанти влаçĕ чакать. Унăн çĕрĕсем генуйсем айне пулаççĕ, пайĕ хăй теллĕ ирĕклĕ Готия (Феодоро) кнеçлĕхĕ пулать .
  • 1239 çул — Крыма Батый ханăн монголĕсем çĕнтерсе илеççĕ. Çеçенхир Крымĕ Ылтăн Уртана кĕрет.
  • XIV — XV ĕмĕрĕн варри — генуйсем Феодоро кнеçлĕхĕпе кăнтăр Крым çĕрĕшĕн вăрçаççĕ.
  • 1441 çул — пăхăнман Крым Ханлăхне никĕсленĕ.
  • 1475 çул — Османсен çарĕ, Гедик Ахмед паши ертсе пынипе, генуй харпăр çĕрĕсемпе Феодоро кнеçлĕхне ярса илеççĕ. Крым ханлăхĕ Осман империн вассалĕ пулса тăрать.
  • 1783 — Крыма Раççей империйĕçĕсе илсе хăйĕн йышне кĕртет.
  • 1838 — Крымра пĕрремĕш хаçат — «Таврические губернские ведомости» хаçат — тухма тытăнать.
  • 1853—1856Крым вăрçи (Тухăç вăрçи).
  • 1917—1920Граждан вăрçи. Крым территоринче темиçе хутчен те «хĕрлĕ» тата «шурă» правительствăсем хуçаланаççĕ.
  • юпа, 18- 1921Крым Социаллă Совет Республики в составе РСФСР.
  • 1927Çĕр чĕтренĕвĕсем.
  • 1941, çурла — Крыма нимĕçĕсене депортациленĕ.
  • 1941—1944 — Крыма хитлĕрсем оккупацилеççĕ.
  • 1944-çу, 18крым тутарĕсене депортациленĕ.
  • 1944 — çĕртме, 26 —грексене, эрменсене тата пăлхарсене Крымран депортациленĕ.
  • çĕртме, 30-1945 — республикăна пĕтернĕ: Крым АССР Крым облаçĕ пулса тăрать.
  • 1944-48 çулсем — Крым хулисемпе ялĕсене урăх ятсем параççĕ. Çурутраври 90% ытла пурăнан вырăна, малтан крым тутар (çаплах грек, нимĕç тата ур.) ячĕсене вырăслатнă.
  • нарăс, 19- 1954Н. С. Хрущёв тапхăрĕнче Переяславль Ради 300 çул тултарнин уявĕнче Крым облаçне туслăха çирĕплетес тĕллевпе УССР панă.
  • 1989 — крым тутарĕсем чылай йышпала Крыма таврăнма тытăнаççĕ
  • нарăс, 12- 1991 — пĕтĕм Крымри референдумĕнче (1991 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче иртнĕ) Крым облаçĕнчен УССР йышĕнче Крым АССР туса хунă, Севастополь хулине УССР йышĕнче республика пăхăнăвĕн статусне куçарнă
  • авăн, 4- 1991 — Крым АССР Аслă Канашĕ Крым АССР патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă
  • раштав, 1 1991 — Крымра пурăнан халăхăн 54 % референдумра Украина ирĕклĕхĕшĕн сасăланă.
  • нарăс, 26- 1992 — Крым АССР Аслă Канашĕн йышăвĕпе Крым Республики ята куçарнă.
  • çу, 5- 1992 — Крым республикин Аслă Канашĕ патшалă овозгласил государственную самостоятельность Крыма
  • çу, 6- 1992 — Крым республикин конституцине йышăннă
  • çу, 19- 1992 — Крым республикин Аслă Канашĕ хăйĕн Крым патшалăхĕн хăйтĕллĕхĕ пирки йышăнăвне чарса лартнă.
  • авăн, 25- 1992 — тĕп влаçĕ хĕснипе Крым республикин конституцине тӳрлетнĕ
  • юпа, 14- 1993 — Крымра Крым республикин президенчĕ ĕç вырăнне кĕртнĕ
  • 30 января 1994 — во время второго тура президентских выборов победу одержал сторонник сближения с Россией Юрий Мешков
  • çу, 20 19941992 çулхи çăвăн 6-мĕшĕнчи редакцин конституцине йышăннă
  • авăн, 7- 1994 — влаçăн саккун тăвакан тата ĕç тăвакан органĕсем хирĕçсе кайнипе Крым республикин Аслă Канашĕ Крым республики президенчĕн полномочисене касса илет
  • авăн, 11 1994 — Аслă Канаша хирĕçле Юрий Мешков крым парламентне салатса ярса пĕтĕм влаçне хăй çине илет
  • юпа- 1994 — Крым республики Аслă Канашĕ Крым конституцине тӳрлетӳсем кĕртсе хирĕçĕве сирсе ярать
  • пуш, 17- 1995 — Украина Аслă КанашĕоКрым конституцине тата Крым Респубикин президенчĕ ĕç вырăнне пăрахăçланă, çапла ĕнтĕ Юрий Мешков Крымăн пĕртен-пĕр президенчĕ пулса юлать
  • ака, 4- 1996 — Крымăн çĕнĕ конституцийĕ вăя кĕрет
  • раштав, 23- 1998 — Крымра халĕ республикăра ĕçлекен конституци вăя кĕрет, республикăн официаллă ячĕ —Крым Автономи Республики.
 
Крым картти (1938 çул)

Тавралăхĕ тӳрлет

 
Спутниклă фото (NASA)

Халăх йышĕ, тĕн тытни тӳрлет

2001 çул тĕлне — çурутравра 2 024 056 çын (58,3 % вырăссем, 24,3 % украинсем, 12,1 % крым тутарĕсем, 1,4 % белоруссем, 0,5% тутарсем, 0,4 % эрменсем, 0,2 %: еврейсем, поляксем, молдавансем, азербайджансем, 0,1 %: узбексем, корейсем, грексем, нимĕçсем, мордвасем, чăвашсем, чикансем, пăлхарсем, грузинсем тата марисем, çаплах караимсем, крымчаксем ыттисем) пурăнать.

Вырăссен, украинсен, грексен тата пăлхарсен чылайăшĕ православи тĕнĕпе пурăнать, крым тутарĕсем — суннитлă ислам тĕнне тытаççĕ, çаплах иудейсем, протестантсем, католиксем пур.

Хуçалăхĕ тӳрлет

Хуçăлăх кăтартăвĕсем тӳрлет

N кăтартăвĕ виçисем 2006 çулхи хисепĕсем
1 Экспорт млн АПШ долларĕ 400,1
2 Пур украинри пайĕ % 1,0
3 Импорт млн АПШ долларĕ 230,9
4 Пур украинри пайĕ % 0,5
5 Сальдо экспорт-импорт млн АПШ долларĕ 169,2
6 Капитала кĕртни млн гривна 5444,9
7 Вăтам шалу укçи грн (на 01.01.07) 1002
8 Вăтам шалу укçи АПШ долларĕ (01.01.07) 198,4

Материалсене Украина статистика комитетĕнчен илнĕ.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Я. Е. Водарский, О. И. Елисеева, В. М. Кабузан «Население Крыма в конце XVIII — конце XX веков (Численность, размещение, этнический состав)» Москва, 2003

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Автономлă Крым республикин Конституцийĕ, Гл. 3, Ст. 10-11