Австри эткерĕшĕн çапăçни

Австри эткерĕшĕн çапăçни1741-1748 çулсенче пулса иртнĕ хирĕçӳ. Вăрçă пуçланса кайнин сăлтавĕ — Европăри темиçе патшалăх Австрин VI Карл императорăн пехилĕпе килĕшменнинче тата Габсбургсен Европа шайĕнчи витĕмне пĕчĕклетесси пулнă.

Хирĕçӳ сăлтавĕ тӳрлет

VI Карл император 1740 çулхи юпан 20-мĕшĕнче вилнĕ. Ун хыççăн астул çине унăн хĕрĕ Мария Терезия ларнă. Ку хăш-пĕрисене килĕшмен, вĕсем унăн эткер прависемпе килĕшмен. Сăмахран, Прусси патши II Аслă Фридрих авалтанах вĕсен килнĕ кĕнĕ çĕрсене пама ыйтнă. Вăл çĕрсем шутне Лигниц, Волау, Бриг тата Егерндорф герцоглăхсем кĕнĕ. 1740 çулхи раштав уйăхĕнче Фридрих хăйĕн çарĕсемпе Силезине кĕнĕ. Çав хушарах Бавари курфюрсчĕ те, Карл Альбрехт, Мария Терезия астула ларнипе килĕшмен. I Фердинанд хĕрĕн, Аннăн, ачи пулнăран 1546 çулхи эткер килĕшĕвне тĕпе хурса Габсбургсен эткерĕ ăна лекме тивĕç тесе шутланă. I Иосиф аслă хĕрне качча илнĕ саксони курфюсрчĕ III Август та астула хăйне илесшĕн пулнă. Франци ку хирĕçӳсене усă курса австрсен монархине аркатса ярасшăн пулнă. Часах Франци пĕрлĕх йĕркеленĕ — унта Бавари, Прусси, Саксони патшисем кĕнĕ. Вĕсене майлă ытти те çапăçнă — Неополитанипе Сардини патшисем, Пфальцпа Кёльн курфюрчĕсем пулăшнă. Çав вăхăтрах Австрине епле пайласси пирки те вăрттăн калаçса татăлнă. Германи корони бавар курфюртне лекмелле пулнă.

Вăрçă пуçламăшĕ тӳрлет

Вăрçă 1741 çулхи авăн уйăхĕнче пуçланнă. Карл Альбрехт курфюрст хăйĕн çарĕпе тата Бель-Илем маршал ертсе пыракан французсен пулăшу корпусĕпе Тури Австрине пырса кенĕ. Ленц халăхĕ ăна хăйĕн эрцгерцогĕ пек кĕтсе илнĕ. Малалла вăл Богемине çул тытнă. Ку вăхăта унта саксонсем çитнĕ те пулнă ĕнтĕ. Чӳкĕн 27-мĕшĕнче Прагăна тытса илнĕ, раштавăн 19-мĕшĕнче хăйне патшана пек тупа тума хушнă.

Кайран вăл Майн çинчи Франкфурта кайнă. 1742 çулта унта ăна VII Карл ятпа герман императорĕн коронине панă. Ку вăхăталлах испансемпе неополитансен çарĕ Австрин Италинчи çĕрĕсене (Ломбарди, Парма, Пьяченца тата Гуасталла) тапăннă.

Лару-тăру япăхланнине кура Мария Терезия венгрсенчен пулăшу ыйтнă. 1741 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Пресбург сеймĕ иртнĕ, Мария Тереза вĕсем валли ирĕклĕх шантарнă, венгрсем пулăшма килĕшнĕ. Венгрсем часах çар пухнă, австри çарĕпе çирĕплетнĕскер Австри эрцгерцоглахне часах каялла тытса илме май çитернĕ. Вĕсене çапăçăвă Кевенхюллер ертсе пынă. 1742 çулхи нарăс уйăхĕнче вĕсем Баварине кĕнĕ. Кунта самай алхаснă хыççăн вĕсен ку çĕрсене пăрахса кайма тивнĕ. Богемине çул тытнă Австри çарĕн ĕçĕсем ытлашши ăнăçлă пулман. Вăл вăхăтрах II Фридрих Моравине тапăнса кĕнĕ.

Прусси вăрçăран тухни, Аслă Британи кĕни тӳрлет

Англи канашне итлесе 1742 çулхи çĕртмен 11-мĕшĕнче Бреславльте Мария Терезия Пруссипе мирлĕ килĕшӳ тăвать, ун çумне Саксони хушăнать. Килĕшӳ тăрăх вăл Силезипе Глац çĕрĕсене çухатнă. Çапла май хăрушă тăшманран хăтăлма май тупнă. Çав вăхăтрах Англи ăна майлă пулса тăрать. Франци вăйлăланса каясран хăраса Англи Австрине укçа енчен пулăшсах тăнă. Малалла вара уççăн вăрçа тухнă.

Сардини акăлчансен укçипе тата пĕчĕк Австри çĕрĕпе килĕшнĕ. Неополитани патши акăлчансен флотĕнчен хăраса вăрçа хутшăнмасăр тăма килĕшнĕ.

Акăлчансен çарĕ ганноверсен, австрсен тата гессенсен ушкăнĕпе вăйлăланса Австри Нидерландĕнче çапăçма пуçланă. Италири çĕрсене те тăшмансенчен тасатма май тупнă.

Австрин малаллахи ăнăçлă ĕçĕсем тӳрлет

Тепĕр енчен Бел-Илĕн те, тем пек паттăрăн çапăçнă пулин те, Прагăна пăрахса хăварма тивнĕ. 1742 çулхи раштавра вара пачах та Эгер урлă куçнă. 1743 çулхи çупа çĕртме уйăхĕнче австрсем Баварине çĕнтерсе илнĕ, унти халăх Австрине пăхăнса пурăнма тупа тунă. II Георг акăлчан патши ертсе пыракан «прагматикăллă çар» Майн çинчи Детингенере Ноайль маршал ертсе пыракан французсене çапса аркатнă, Рейнăн тепĕр енне хăваласа ярса Ворм таран çитнĕ. Акăлчансен укçи пулăшнипе Сардинипе Саксони те часах Австрине майлă пулса танă.

1744 çулхи çуркунне австрсен çарĕ Рейн урлă каçса Эльзаса пырса кĕнĕ. Ку вăхăтрах тинĕсре акăлчансемпе французсем çапăçса илнĕ. Французсен ăнăçу пулман.

Прусси вăрçа тăсни, хăйне майлă килĕшĕве алă пусни тӳрлет

Ĕçсем çапла пыма пуçалнине курсан II Фридрих Силезишĕн пăшăрханма пуçланă, каллех вăрçа кĕме шутланă. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл Баварипе, Курпфальцпа, Гессен-Касселпе тата Франципе Франкфурт унине йĕркеленĕ хыççăн çурла уйăхĕнче Богемине тапăнса кĕрсе Мария Терезийăпа каллех вăрçă пуçланă. Кăна пула австрсен Франци чиккинчен чакма, Баваринчен тасалма тивнĕ. 1745 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче VII Карл император вилнĕ хыççăн унăн ывăлĕ Максимилиан ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Фюссенрта Австрипе сепаратлă мир тунă. Килĕшӳ тăрăх вăл астул эткерĕпе çыхăннă ыйтусем çуккипе килĕшнĕ. Астул малашне Мария Терезия мăшарне, I Франца куçнă.

1745 çулхи раштавăн 25-мешĕнче Дрезден хулинче Англи панă канашпа килĕшсе Мрия Терезия Пруссипе çĕнĕ мирлĕ килĕшӳ тунă. Прусси тытса илнĕ çĕрсем ун аллинчех юлмалла пулнă.

Германи тулашĕнчи ĕçсем тӳрлет

Çапла май Германи çĕрне лăпкă пурнăç килнĕ. Çав вăхăтрах ытти вăрçă хирĕсенче çапăçу вĕçленмен. Вăл шутра тинĕсре те. Унта акăлчансем вăйларах пулни сисĕннĕ.

Италин çĕрĕсем час-часах пĕрисен аллинчен теприсенне куçнă. 1745 çулта унти австрсен çĕрĕсене французсем тытса илнĕ. Сардини патшин ĕçĕсем самай япăхланнă, Пьемонтпа Савайăна аран-аран тытса тăнă. Генуя та австрсен тăшманĕсем майлă пулса тăнă. Çапах та çывăх вăхăтра Мария Терезия унта пулашу çарне ярса çухатнă çĕрсене каялла тытса илнĕ. 1746 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче австрсем Генуйăна тытса илнĕ. Раштавăн 5-мешĕнче унти халăх пăлхав çĕклесе ирĕке тухнă. Австрсемпе сардинсем Кăнтар Францине те çитнĕ, анчах каялла таврăннă. Французсем Пьемонт патăннă, анчах та ку ĕç вĕсен ăнăçлă вĕçленмен. Французсен Австри Нидерландĕнчи ĕçĕсем ăнăçлăрах пулнă. Саксони Морицĕ граф ертсе пыракан çар самай çĕнтерӳ тунă. 1745 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл Фонтенуа патĕнчи çапăçура, 1746 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Року патĕнчи çапăçура, 1747 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Лафельд патĕнчи çапăçура çĕнтернĕ. Вăл пĕтĕм Австри Нидерландне кăна мар, голландсен Берген-оп-Зоомпа Маастрихт хӳтлĕхсене та тытса илнĕ.

Ку вăхăртах акăлчан астулĕн претенденчĕ, Стюартсен йăхĕнчен тухнă Карл-Эдуард французсене итлесе Англин çыран хĕррине тухма шутланă. 1746 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Куллоден патĕнчи çапăçура вăл выляса янă. 1747 çулхи çĕртмен 2-мĕшĕнче Раççей те Австри майлă пулса тăнă — Рейн патне пулăшу çарне янă. Франци мирлĕ килĕшӳ шырама тытăннă.

Колонисенчи вăрçăсем тӳрлет

Тĕп статьясем: Георг патшан вăрçи, Дженкинсăн хăлхишĕн вăрçни, Австри эткерĕшĕн вăрçнин Инди пайĕ

Аахен килĕшĕвĕ. Вăрçă пĕтĕмлетĕвĕсем тӳрлет

1748 çулхи ака уйăхĕнче Аахенра конгресс уçăлнă. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕпе çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче прелиминарлă никĕсе хывнă, Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче вара килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Чикĕсем пур çерте те вăрçă умĕнхи тĕле таврăнмалла пулнă. Австри çеç ăна пăхăнакан Парм, Пьяченц тата Гуасталл герцоглăхĕсене Испани Хĕлипне памалла пулнă. Уншăн Австрине Прагматикăллă санкцине çирĕплетсе панă.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Гейгель «Die Ansprüche des Curfürsten Karl Albert v. Bajern auf die österr. Erbfolge». (Нердл., 1874);
  • Гейгель «Der österr. Erbfolgekrieg u. die Kaiserwahl Karls VII» (Нердл. 1877);
  • Дов «Das Zeitalter Friedrichs d. Gr. u. Josephs II» (1-мĕш çурри. — Гота, 1883).

Каçăсем тӳрлет