«Аван-и» (кĕскен, А-И")[2]чăваш çамрăкĕсен Шупашкарта 1990 - 1994 çулсенче тухса тăнă контркультура хаçачĕ. "Чăвашъен" хаçатăн 1993 çулхи рейтингĕпе, "Аван-и" Чăваш Енре чи нумай цитатăланакан тата чи нумай тавлаштаран хаçат пулнă.

Аван-и

Никĕсленĕ юпа, 1990
Кăларма пăрахнă çу - 1994
Чĕлхе(сем) чăваш, вырăс

Тираж 2800—15 700 экз.[1]
Хакĕ 25 пус (1990) —
50 пус (1994)

Тиражĕ тĕрлĕ вăхăтра 5-25 пин экземпляр пулнă. Укçапа сапланма май çуккипе хупăннă.

Хаçатăн дизайнĕпе калăплас ĕç-пуçне Ион Шеремет йĕркелесе пынă, бильд-редакторĕн ĕçне Геннадий Орков туса пынă.

Кунçул тӳрлет

Малтан икĕ эрнере пĕр хут, каярах эрнере пĕрре тухса тăнă, хăйне чăваш çамрăкĕсен хаçачĕ пек палартнă. Йĕркелевçĕ тата кăлараканĕ Борис Чиндыков çыравçă пулнă, патшалăхран ирĕклĕ хаçат шутланнă. Авторĕсем хушшинче Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Владимир Корсаков, Мăрчак Кули, Ула Тимĕр тата ыттисем пулнă.

"Аван-и" хаçата тăтăшах латин шрифчĕпе усă курнăшăн тата "порнографишĕн" тапăннă.

Çавăн пекех тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ ГУ «Архивы Чувашии». Календарь знаменательных и памятных дат на 2010 год. Тĕрĕсленĕ 19 Раштав уйӑхӗн 2010.
  2. ^ «Аван-и?» — тĕл пулсан чăвашла пĕр пĕрне ырă сунни, выр. (всё ли) хорошо?», акăл. Are you O.K.?