Çеçенхир сăвăрĕ

Сăвăр — кĕлетки тăршшĕ 50-58 сантиметр, йывăрăшĕ 4-6 килограмм. Сăвăрсем çемьепе шăтăкра пурнаççĕ. Шăтăк тарăнăшĕ 2-3 метра çитет, тăршшĕ вара 10 метртан та иртме пултарать. Кĕркунне шăтăкне питĕрсе çывăрма выртаççĕ. Çуркунне вăрансах чупаççĕ. Сăвăр ами 40-42 кунран 3-5 çура тăвать. 26 кунран çурасем курăк çиме тытăнаççĕ. Наркăмăшлă курăксемсĕр пуçне нимĕнле ӳсентăрана та тиркемеççĕ. Сăвăрсем 10-12 çул пурнаççĕ. Пирĕн патăрта вĕсем ĕлĕк пайтах пулнă. Хальхи вăхăтра сăвар ятарласа килсе янă хыççăн кăна тепĕр хут ĕрчеме пуçланă. Паянхи куна сăвăр колонийĕсем Патăрьел тата Çĕрпӳ районĕсенче пур.

Çеçенхир сăвăрĕ

Каçăсем тӳрлет