Çара çерçисен ушкăнĕ

Çара çерçисемхулпуççи, сулă шăмми, аяк пĕрчисем тата кайри урисем хушшинче çӳхе çурхах пуррипе тата унпа усă курса вĕçме пултаракан чĕрчун. Вăл сехетре 100 çухрăм таран вĕçме пултарать. Вĕçевĕ шăп. Хăлха çунаттисем пысăк, шăлĕсем питĕ çивĕч. Куçĕсем япăх кураççĕ пулсан та тĕттĕмре питĕ лайăх вĕçеççĕ. Ятарлă хумсемлĕ сассем пулăшаççĕ. Саспа усă курсах вăл тĕттĕмре вĕçекен хурт-кăпшанка тытса çиет. Апатне лĕпĕшсем, нăрăсем, вăрăмтунасем, шăнасем кĕреççĕ. Колонипе пурнаççĕ. Пирĕн тăрăхра 8 тĕсĕ пурăнать.

Ernst Haeckel, Kunstformen der Natur. 1904 г. çинчи ӳкерчĕк
Ernst Haeckel, Kunstformen der Natur. 1904 г. çинчи ӳкерчĕк