Çапăçу йыттисем

Çапăçу йыттисем — юлашки вăхăтра юри хатĕрленĕ хĕсмет йыттисене тата унччен, авалхи тапхăрта тата вăтам ĕмĕрсенче (çапуçу, кĕрешӳсенче) хĕçпăшаллă вăйсем тăшман çарĕн салтакĕсене пĕтерме юри усă курнă йытăсене çапла ят панă.

Конкистадорсен çар йытти хӳтĕлекен тумпа
Неаполитан мастифĕ

Кайри тапхăрта вăрçăра йытăсемпе тĕрлĕ тĕлпе усă курнă, анчах тăшман çарĕн салтакĕсене пĕтерме юри усă курман, çав ретре Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче йытăсене танксене сирпĕтме хатĕрлени уйрăмах тăрать. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Совет Çарĕнче 70 пине яхăн йытă хĕсметре тăнă, вĕсем чылай салтак пурнăçне çăлнă.

Йытăсем разведчик, часовой, связист пулнă, фронт урлă депешасем илсе çитернĕ, телефон кабелĕсем туртнă, минăсем шыраса тупнă, ункăна лекнĕ салтаксем валли хĕçпăшал илсе çитернĕ, санитарсем пулса ĕçленĕ.

Антика тапхăрĕ тӳрлет

Йытă ăрачĕсем пĕрмаях тĕрлĕрен улшăнса тăнă. Хальхи йытăсен пĕр тĕплĕ ăрачĕ çук. Çапăçусенче ытларах молос ăрат ушкăнĕн йыттисемпе усă курнă.

Тактика тӳрлет

Хатĕрленӳ тӳрлет

Çар тумĕ тӳрлет

Вăтам ĕмĕрсем тӳрлет

Çĕнĕ самана тӳрлет

Йытăсем хутшăннă çапăçусен хронологийĕ тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Р. И. Байдер, Боевые собаки мира. Собаки-телохранители.
  • М. Барыкова, Псы-рыцари и минеры