Çанталăк — палăртнă самантра мĕнле те пулин çĕрте сăнанă метеорологи элеменчĕсен тата атмосфера пулăмĕсен пĕлтерĕшĕсен мĕнпурлăхĕ. «Çанталăк» атмосферăн хальхи тăрăмне кăтартать, «климат» вара атмосферăн чылай тапхăрти вăтам тăрăмне палăртать.

Аслати çумăрĕ Мадейра патĕнче

Сăлтавсем тӳрлет

 
Хăватлă пĕлĕтсем

Çĕр çинчи ахальхи пулăмĕсем — çил, пĕлĕтсем, атмосфера нӳрĕкĕсем (çумăр, юр, пăр т. ыт.), тĕтре, аслати çумăрĕ, тусан тăвăлĕ тата çил-тăман. Сайрарах инкек-синкек пулăмĕсем: торнадо тата урагансем. Çанталăк пулăмĕсем тропосферăра (атмосферăн аялти пайĕ) сиксе тухаççĕ.

Çавăн пекех тӳрлет

Кăсăклă фактсем тӳрлет

  1. Çурхи шыв питĕ вăйлă юхнă кун пăрçа аксан, пăрçа вăйлă пулать.
  2. Çĕн çул каç чăхсем кашта çинче пурте пĕр еннеле пăхса ларсан, çав çул пăрçа вăйлă пулать.
  3. Тумла юхса шăннă пăр картлă-картлă пулсан, пăрçа лайăх пулать.
  4. Хĕлле утă-улăм çинче пулсан, çав çул пăрçа вăйлă пулать.
  5. Йытпырши курăкĕ вăрăм тăсăлса ӳснĕ çул пăрçа-ясмăк аван пулать.
  6. Хăш кун юр çуса кĕрт тултарать, çав кун пăрçа-ясмăк аксан аван пулать.
  7. Ут çинчен кантăр аксан, кантăр вăрăм пулать.
  8. Куçа хупса, çӳлелле пăхса кантăр аксан, кантăр вăрăм пулать.
  9. Çуркунне кăткă тĕми çине лартнă шăчă вĕçне кăткă хăпарсан, кантăр вăрăм пулать.
  10. Çăварни кун çунашка вăрăм ярăнса анса каăсан, кантăр вăрăм пулать.
  11. Çурт çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, кантăр вăрăм пулать.
  12. Лаша çинчен йĕтĕн аксан, йĕтĕн вăрăм пулать.
  13. Çуркунне çурт-йĕр çумĕнче тумласа шăннă пăр вăрăм пулсан, йĕтен вăрăм пулать.
  14. Çĕн çул каç çăлтăр курăнсан, пахча-çимĕç лайăх пулать.
  15. Алтаккин кунĕ пӳрт умне автан ĕçмелĕх шыв пухăнсан, пахча-çимĕç аван пуласса кĕтсех лар.
  16. Улма çĕртми тунă чух çĕр айĕнчен иртнĕ çул юлнă çĕр улмисем çĕрмесĕр тухсан, çĕр улми хӳхĕм пулать.
  17. Çĕр улми калчи тĕп сакайĕнче çĕр улми пăрахиччен хуралса çĕрсен, çав çул çĕр улми калчине тăм тивет.
  18. Шăпчăк юрлама тытăнсан, купăста лартма вăхăт.
  19. Çăварни эрнинче кĕпе çусан, купăста пыйтлă пулать.
  20. Сурхури эрнинче пуçа пыйтă пăхсан, купăста шăркаллă пулать.
  21. Алтаккин кун чӳрече янаххи çумне пăр шăнсан, хăяр аван пулать.
  22. Калăм ыран тенĕ чух пĕр-пĕр япала çине хĕрĕх те пĕр ăспаран (юпаран çĕçĕпе е пуртăпа хĕрĕх те пĕр турпас касса илеççĕ те унпа пĕрле йытă каяшĕ, хăмла, тăвар, талпиçен, салакайăк каяшĕ хураççĕ те калăм кунĕ тул çутăличчен хăмла вырăнне кайса çунтараççĕ). Çапла тусан, хăмла вăйлă пулать, тет.
  23. Ытларикун хире тислĕк кăларсан, тырă вăйлă пулать.
  24. Утмăлтурат нумай пулнă çул тырă начар пулать.

Асăрхавсем тӳрлет

Литература тӳрлет

Каçăсем тӳрлет