Çĕлен утравĕ (укр. Острів Зміїний, рум. Insula Şerpilor), — Румыни территорийĕн шывĕсенче вырнаçнă Хура тинĕсри утрав. Украина хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕ хыççăн ку утрав кама пăхăнни çинчен Румынипе тавлашу пуçланнă.

Çĕлен утравĕ

Ку ыйтăва Тĕнчери суд пăхса тухнă, компромисла йышăну тунă.

Географи тӳрлет

Утрав Тăнай шывĕн дельти анлăхпа пĕр тан вырнаçнă, унран 35 çухрăм тухăçнелле ларать. Утравăн географи координатисем: 45°15’18’’ ç.ан., 30°19’15’’ т.в. Утрав форми хĕрес пек, унăн лаптăкĕ 0,17 км2.

Чи çывăхри пурăнмалли вырăн — Румынири Сулина хула. Украинăн чи çывăххи — Вилково хули.

Утрав çыранĕсем чăнкă, анчах та çăв енченех кунта темиçе пляж пур: «Дамски», «Дергач», «Ылтăн» тата «Бандитсен».

Экологи тӳрлет

Ку утрава вĕçен кайăксем кăнтăралла вĕçнĕ чухне канмашкăн усă кураççĕ. Çурхи кайăксен вĕçевĕ вăхăтĕнче кунта 234 тĕс тупма пулать.

Тăнай юхăмĕпе хăш-пĕр чухне кунта хурăн пуçлă çĕленсем юхса килеççĕ. Утрав ятне çав çĕленсене пула панă та.

Утрав çумĕнчи шывсенче 41 тĕрлĕ тĕслĕ пулă, 6 (вĕсенчен 4-ăшне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ) тĕслĕ краб пурăнаççĕ.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет